Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.04.02 Татăклă шухăш калани кирлĕ (Хыпар)

Вениамин ИВАШКИН,


 

Чăвашра анлă сарăлнă Николаев хушамата мар, чи малтан тăван халăхне тĕнче умĕнче чапа кăларнă мухтавлă Андрияна /ячĕпе кăна асăннăшăн вăл, тем тесессĕн те, кÿренес çукчĕ/ чыс туса çĕклеме палăртнă палăк ăçта вырăн тупмалли çинчен пуçланнă калаçăва тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем тата тĕрлĕ çулти çынсем хутшăнни мана савăнтарсах ячĕ. Çакăн хыççăн тăван уй-хирте çур ĕмĕр ытла “хурçă утпа” суха касси çырнă механизаторăн алли шурă хут енне туртăннинчен ан тĕлĕнтĕр вулакан. Миçе çын - çавăн чухлĕ шухăш теççĕ. Анчах ку тĕслĕхре пурин те пĕр шухăш патне пырса тухни кирлĕ. Унсăрăн “Хыпар” хаçат çĕкленĕ калаçу усса каймĕ. Ыйтăвĕ вара, чăнахах та, кăсăклă: пирĕн ĕмĕрсем валли тăвакан сумлă та чаплă ĕçсенчен пĕрне, шедевр шайне лараканнине суйласа илсе, ăна проектран сулмаклă палăка куçарма пулăшмалла, кун хыççăн вара мăнаçлăн курăнса тăракан скульптура “хайлавне” хăш вырăнта çĕклемеллине тĕрĕс палăртмалла. Туятăр пулĕ, çăмăл ĕç мар ку, “çиччĕ виçмесĕр, пĕрре касмасăр” татса параяс çук ăна. Пытармасăр калас тăк эпĕ хам та çак таранччен иккĕленÿлĕх серепинчен тухаймастăп. Малтанах Юрий Степанов публицист сĕнни - Андриян палăкĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул хĕрринче пулмалла тени - çывăхрахчĕ. Лайăхрах шухăшласа пăхрăм та - килĕ­­шес килмест халĕ унпа. Мĕншĕн? Ара, пурăна-киле шĕкĕр хуламăрпа унăн “йăмăкĕ” пĕрлешсе кайĕç. Çĕнĕ çуртсем, фабрика-заводсем ÿссе ларĕç. Паян уçă та ирĕклĕн курăнса выртакан тавралăх самантрах тăвăрланĕ, анлă çул тăрăх пĕр чарăнми чупакан йышлă транспорт тĕтĕм-сĕрĕмĕнче пирĕн “Андриян “чыхăнма” пуçлĕ. Ăна, çут çăлтăрсемпе чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса чунне пусарнă хыççăн ытарайми Çĕр çине ăнăçлă анса ларнă космонавта, нимĕнпе те вараланман сывлăш уççи кирлĕ! Вăл вара тĕкĕр пек çиçсе-ялтăрса çуталакан Атăл хĕрринче кăна. Андриян Николаев çуралса ÿснĕ Шуршăл ялĕ Çавал çумĕнчех, вăл Атăла юхса тухать. Ку тĕлте пулас вĕçевçĕ пулă та сахал мар тытнă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ çулсенче студент Атăл хĕррине тухма юратнă, çамрăклăхри çăлтăрлă ĕмĕчĕсене ăша хывнипе хавхаланнă. Тен, шăпах тÿлек шыв тĕкĕрĕ çинче ялкăшса выртакан çĕрлехи асамлă шевлесем е Атăл урлă ÿкнĕ ылтăн уйăх çулĕ илĕртнĕ хастар çамрăка? Çав ĕлккен çутăсене куç илмесĕр сăнанă май, Шуршăл каччи пуçĕнче малалла кăна кайма вăй-хал паракан талпăнуллă туртăм çĕкленнĕ те. Акă хам мĕн каласшăн пулни патне çитрĕм: чăваш халăхĕн ыр кăмăллăхĕпе çĕкленекен палăкăн вырăнĕ ниçта та мар, тĕп хуламăрăн çу кунĕсенче шавласа-кĕрлесе тăракан Атăл çыранĕ хĕрринче пулмалла. Николай Егоров ăсчахăн шухăшĕпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Лартăр чăваш халăхĕн чап-сумне çăлтăрсем таран хăпартнă кăйкăрăмăр поэтсемпе композиторсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек мухтав юрри кÿ­­­рекен юхан шыв çыранĕ хĕрринчен вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхалла пăхса, Çавалпа пĕрлешсе хăйĕн хăватне татах та ÿ­стернĕ аслă Атăл шавламасăр, сăпайлăн, тÿлеккĕн юхнă майăн хумсем кĕвĕ каланине тăнласа...

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика