Вăхăт хăвăрт иртет. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче космоса пĕрремĕш çын кайса килнĕренпе 50 çул çитет. Кăçал эпир аслă ăсчахăмăрсен - М.В.Келдышăн, К.И.Щелкинăн, М.К.Янгелĕн 100 çулхи юбилейĕсене паллă тăватпăр.
Çапла, 1961 çулхи акан 12-мĕшĕнче космосра пуçласа Юрий Алексеевич Гагарин пулчĕ. Вăл «Восток» караппа вĕçсĕр уçлăха хăпарса пĕр çаврăм тунă. Мăнаçланмалли çак хыпара тĕнче илтмелле пĕлтерни халĕ те хăлхара илтĕнсе тăнăн туйăнать. Эпĕ ун чухне Саратоври çуртсем тăвакан трестра ĕçлеттĕм, общежитире пурăнаттăм. Канмалли пÿлĕмре телевизор пурччĕ. Тĕрĕссипе, Саратова кайиччен вăл мĕнле аппаратура пулнине те пĕлмен. Пирĕн Чăваш телекуравĕ каярах йĕркеленнĕ-çке.
Ю.А.Гагарин космоса парăнтарни çинчен радиопа, телекуравпа уççăн пĕлтернĕ самантран Саратов хули уншăн мăнаçланни куç кĕретчĕ, мĕншĕн тесен Гагаринăн вĕçевĕ унта 1951 çулхи кĕркунне пуçланнă. Пулас космонавт унччен маларах ремесла училищинче вĕренсе 5-мĕш разрядлă литейщик специальноçне алла илнĕ. 17 çулти каччăна Саратоври индустри техникумне йышăннă, çак ĕçпех производство маçтăрĕ пулма вăл 4 çул ăс пухнă. Ку çеç те мар: 1954 çулта 4-мĕш курс студенчĕ Ю.Гагарин аэроклуба çÿреме пуçланă. Вĕренĕве çулталăкран чи лайăх паллăсемпе вĕçленĕ, «ЯК-18» самолетпа пĕрремĕш вĕçевсене пурнăçланă. Ун хыççăн, паллах, Оренбургри летчиксем хатĕрлекен аслă çар училищи...
Çар летчикне вĕренсе тухсан та шăпа ăна Саратов çĕрĕпе çыхăнтарнă. Парашютистсен хатĕрленÿ курсне 1960 çулта Энгельс хулинчи аэродромра ирттернĕ. Тепĕр çулталăкран каллех тĕлĕнмелле пулăм: космосран таврăнакан Гагарин Энгельс районĕнчи Смеловка ялĕ çывăхне анса ларнă. Халĕ çав вырăнта - тÿпенелле кармашакан çÿллĕ обелиск.
Юрий Алексеевич Гагариншăн Саратов тăрăхĕ - иккĕмĕш тăван çĕр-шыв евĕрех. Кунта пурăнакансемшĕн вара юратнă хула космос ĕмĕрĕпе çыхăнни - хавхаланса мухтанмалли сăлтав. Вĕсен йышне хама кĕртесшĕн, мĕншĕн тесен çамрăклăх çак хулара иртрĕ. Кунтанах салтак службине кайрăм. Авиаци чаçĕнче хĕсметре тăни те кăштах çунатлантаратчĕ. Çартан офицер пулса таврăнтăм. Анчах та службăра пулнă май Гагарин Саратова çитсе курнине, ăна хула епле кĕтсе илнине кураймарăм.
Тепĕр пĕчĕк пулăма та манаймастăп. Кĕскен те пулин каласа парасах килет. Саратовра пирĕн строительсен йышне Новосибирск облаçĕнчи Ордын районĕн çамрăкĕсем хушăнчĕç. Бригадăра эпир, тĕпрен илсен, чăвашсемччĕ: хамăр районти Янкасран - Юля Правдина, Петр Ершов, Володя Иванов тата эпĕ, Вутлантан - Лена тата Толя Григорьевсем, Супартан - Федя Афанасьев. Гагарин вĕçсе кайнă кун чаплă çак хыпара кунĕпе сÿтсе яврăмăр. Ĕç хыççăн общежитие таврăнсан Çĕпĕр каччи, Гагарин пекех 1934 çулта çуралнăскер, кăштах эрех сыпса хăюлланчĕ те макăрса ячĕ.
- Эх, ман çултисем космосра вĕçеççĕ. Эпĕ кунта çĕр чавса çÿретĕп, - терĕ Саша Шашкин вырăс.
Унтан вăл ман баяна тытрĕ те хурлăхлă юрăсем ĕнĕрлеме пуçларĕ. Пирĕн куçсенчен те куççуль тухрĕ: çĕнĕ юлташăмăрăн пурнăçĕ пирки эпир лайăх пĕлнĕ-çке - тăван тăрăхĕнче ăнман иккен унăн шăпи... Хăйне Гагаринпа танлаштарса пăхас килни ун чунне хурлантарнă.
Салтакран яла таврăнтăм. Ватă анне хăйне пăхмашкăн ÿкĕтлесех киле çаврăнса килме ыйтрĕ. Эпĕ итлерĕм. Пĕрре те ÿкĕнмерĕм: юратнă ĕçсенче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухрăм. 55 çул ĕнтĕ пултарулăх лаççинче вăй хуратăп: сăвă-юрă çыратăп, хаçат-журналта пичетленетĕп. Хисеплĕ ятсем илтĕм.
Вăтам шкул хыççăн мана кăмăллă йышăнса хÿтлĕх панă Саратов хулине тепĕр 45 çултан тин кайса курма тÿр килчĕ. 2005 çулта аслă мăнука çар институтне вырнаçтарма унпа пĕрле çула тухрăм. Унта иккĕмĕш сыпăкри пичче те пурăнать-ха. Тăванпа курнăçма та тĕв турăмăр.
Чуна çывăх урамсемпе тепĕр хут утса тухрăм. Паллă вырăнсене çитсе куртăм. Мичурин урамĕнчи 21-мĕш çурт чиперех сыхланса юлнă. Ун çине Асăну хăми çакнă. Кунта Юрий Гагарин вĕреннĕ индустри техникумĕ пулнăччĕ. Çак вырăнта тăнă чух пĕрремĕш космонавт вĕçсе кайнă куна тепĕр хут аса илтĕм - хама виçĕ хут çамрăкрах туйрăм.
Николай Ершов