Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

25.05.2023 г. Праздник родного слова "Поклон тебе, родной язык - души чистейший лучик"

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă  кун, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пысăк уяв пулчĕ. Иван Яковлевич Яковлев çуранăранпа 175 çул.
Вĕренекенсем И.Я.Яковлев букварĕнче пичетленнĕ  хайлавсене сцена çинче выляса кăтартрĕç. Пĕрремĕш класран пуçласа  тăххăрмĕш класс таран питĕ хастар хутшăнчĕҫ.
8-мĕш класра вĕренекенсем илемлĕн юхса чăваш çамрăкĕсен вăййине кăтартрĕç. «Хурăн  çулçи  çурăлсан  килет  вăрман  илемĕ», - шăнкăртатрĕ вайă юрри.
Пĕрремĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн «Кăлăхах тавлашакансем» калава выляса кăтартрĕç. « Эсир капла  икĕ  кукша çук çÿçĕсене  турасшăн  тавлашнă  пек тавлашатăр»,-тесе вĕçлерĕç пĕрремĕшсем.
Иккĕмĕш классем «Михала» калавпа паллаштарчĕç. «Çапма  пĕлмен  пушă  хăйне  çавăрăнса  тивнĕ  тесе  çавăнпа  каланă  пулĕ»,- вĕрентрĕç ачасем.
Виççĕмĕш класс вĕренекенĕсем «Йăлăнтармăш» калава артистсем пекех выляса кăтартрĕç.
Тăваттăмĕш класс вĕренекенĕсем «Вӑрланӑ  лаша  тупăнни» калава питĕ интереслĕ кăтартса пачĕç.  Яковлев калавĕсен чи ăста артисчĕсем пулса тăчĕç.
Пиллĕкмĕш класс ачисем «Сармантей» юмаха аван вылярĕç. Куракансен кăмăлне  çĕклерĕç.
Улттăмĕш класра вĕренекенсем «Çухалнă укçа тупăнни» калава питĕ ăста кăтартса пачĕç.
⠀Çиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем «Лаша шырани» калава питĕ кулăшла выляса пама ăсталăх çитерчĕç.Лаша çинче хуçи сиксе çеç пырать.
⠀И.Я.Яковлев калавĕсем кĕске, анчах вĕсенче тем пысăкăш  ăса вĕрентекен шухăш. Кашни ача пĕтĕм чунтан выляма тăрăшни палăрчĕ. Декораци, мĕн тĕслĕ тум хатĕрлеме ăсталăх çитернĕ. «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи, илемлĕ чăваш  чĕлхи  калаçма  пĕлсен  кăна», - шăрантарчĕç 9-мĕш  класра  вĕренекенсем.                                                                                                Библиотекар кенеке куравепе паллаштарче.

https://vk.com/club180506681?w=wall-180506681_1272%2Fall

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика