Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

14.10.2020 г. Экскурси "Ылтӑн кӗркунне"

 

Йывăçсем тăкаççĕ

 

Сар çулçисене.

 

Ачасем саваççĕ

 

Çулçă çумăрне. 

 

         Хĕвел çуллахи пек йăл кулса пăхать, пирĕн кăмăла тивĕçтерет, хăйĕн ылтăн пайăркисене çĕр çине сапалать.

 

      Юпа уйăхĕн 14 – мĕшĕнче  Чулкас шкулĕнчи 1 – 2-мĕш  класра вĕренекен ачасем, класс ертÿçисем тата ялти вулавăш ĕçченĕ Наталья Моисеева кĕрхи вăрманта  экскурсинче пулчĕç. Вăрмана пырса кĕрсенех, чунра ырă пулса кайрĕ. Сарă, кĕрен тутăр çыхнă хурăнсемпе вĕренесем пире алă çупсах кĕтсе илчĕç. Мӗнле илемлӗ кӗрхи вӑрман! «Ылтӑн кӗркунне» –  тесе ахальтен каламаҫҫӗ.  Кӑҫал кӗркунне ӑшӑ та илемлӗ ҫанталӑкпа савӑнтарать. «Ылтӑн кӗркунне» иртсе кайрӗ тесен те юратчӗ пуль, анчах паян та вӑрмансенчи йывӑҫсем хӑйсен   мерчен тумтирӗпе хӑйсем патне йыхравлаҫҫӗ. Йĕри-тавра сарă, кĕрен, хăмăр тĕс куçа илĕртет.   

 

      Экскурсире Наталья Моисеева кĕркунне çинчен ваттисен сăмахĕсемпе, юмахсемпе, калавсемпе, сăвăсемпе паллаштарче, вăрмана сăнама, илемне курма вĕрентрĕ. Ачасем савăнсах  вăйă картине тăрса юрăсем шăрантарчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, гербари валли çулçăсем пуçтарчĕç.

 

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика