Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Отчет главы за 2013 год

  Кěтеснер ял поселенийěн 2013 çулта ěçлесе пынă отчечě тата

  2014 çулта ěçлесе туса иртермелли  плансем.

 

Ырă кун пултăр хисеплě ял çыннисем, курма килнě хăнасем..

Малалла   эпир  паян Кěтеснер ял администрацийěн 2013-мěш çулта пурнăçланă  ěçě хěлне тишкерсе тухатпăр  тата 2014 çулта  мěнле  ěçсем туса ирттермеллине  палăртатпăр. 

   Кěтеснер  ял поселенийе хăйěн ěçне  Раççей Федерацийěн тата Чăваш Республикин вырăнти самоуправлени çинчен калакан  законěсемпе тата  Кěтеснер ял пухăвěн йышăнăвěсемпе килěшÿллěн пурнăçлас  тěлěшпе ěçлесе пынă. Çавăн пекех ял поселенийěнче халăхпа тěл пулса калаçма информации кунěсем иртрěç.

Сăмахран пирěн пата Росприродонадзортан  руководителě Косачев Виктор Александрович, учебный центрěн  «Нива»  комбинатран Кириллов Владимир Николаевич  килнě.

 

  Кěтеснер ял территориěнче  пурě 813 хуçалăх, 1950 çын пурăнать.  

  Вăл шутран:  ( 26 çын паянхи куна пропискăсăр пурăнать)

 Пенсионерсем- 448

 Пур  категориллě инвалидсем- 125

 Вăрçă участникěсем тата вăрçă инваличěсем- 3

Ватă çынсем 80 çултан иртнисем -80 (Кěтеснер- 41  Эçпепе-19, Кивě Шулхан-14,Çěнě Шулхан-6)

Афганистан вăрçине хутшăннисем-11

Чечень вăрçине хутшăннисем -4

Халăх йыше улшăнса пынине илес пулсан, иртнě тапхăрта ял территорийěнче 2013 çулта пурě 17  ача çуралнă, Çав шутран Кěтеснерте  - 11 ача, Эçпепере – 5 ача, Кивě Шулханта  - 1 ача

 2013 çулта  пурě  - 32    çын вилнě

 Пирěн ял поселенийěнче тăлăх салтак арăмěсем 2013 çулта  пурте хватерлě пулчěç. Черетре тăракансем паянхи куна çук, вěсем хулари  хăтлă хватерсенче  пурăнаççě.

 Ял территорийěнче  1 ачаллă  çемье- 99 , 2 ачаллă çемье-58,             3 ачаллă çемье-18;   4 ачаллă  çемье-3 . Çав  шутран туллии мар  çемье: 1 ачалли - 19,      2 ачалли - 8.

 

«Социальное развитие села»  программăпа  эпир 2013  çулта 1 çемье (Сергеев Юрий Петровичпа), çавăн пекех çамрăк мăшăрсем  Степанов Александр Анатольевича сертификат илме тивеçлě пулчěç.  Весене  çурт-йěр çавăрма  укçа-тенкě уйăрнă. Вырăнти бюджетран вěсем  валли 192750 тенкě уйăрса патăмăр  тата федеральный бюджетран  1011990 тенкě уйарса  панă.

        Кěтеснер ял поселенийěн бюджетне илес пулсассăн 2013 çулта планпа кěмелле пулнă  5392213 тенкě,

тупăш кěнě пурě 5389037 тенкě, вăл пулать  99,9%, 

 Налоговый и неналоговый тупăшěсем пурě кěмелле пулнă 482900 тенкě, кěнě 503100 тенкě, вăл пулать 104,2%

Налоговый и неналоговый тупăшсем  кěнě:

- налог на доходы физических лиц – 81255 тенкě   е  16,1%

- çěр налукě  - 268420 тенкě  е 53.3%

- арендăна панă çěрсемшěн – 11,2%

налог на имущество физических лиц 14,2 %  е вăл пулать 71546 тен.

 

2013-мěш çулта бюджета кěнě укçана  5.389.037 тенкě тăкакланă.

 

        Пурě федералă бюджетран 1147388 тенкě укçа кěнě пулсан, 135398 тенкине  воинский учет вали  тăкакланă,  1011990 тенкине  «Социальное развитие села» программăна пурнăçланă çěре янă.

Çавăн пекех эпир 2013 мěш çулта  Кěтеснер ялěнче культура çуртне ремонт турăмăр,  вырăнти  бюджетран  181280 тенкě тата федеральный бюджетран 718700  тенкě   тăкакланă, пурě 899980 тенкěлěх ремонт тунă.

2013 çулта 766003 тенкě çул-йěре пăхса тăнă çěре уйăрнă.

Кěтеснерти Спортивная урамне  юсама  405000 тенкě тăкакланă, Эçпепе ялěнчи Ленина урамне юсанă çěре  89000 тенкě тăкакланă.

2013 çулта  217700 тенкěлěх юр хырнă çěре тăкакланă. 

Урамсене çутатма   80000   тенкě      тăкакланă 

        

        Целевая программа «Безопасное муниципальное образование» программăна кěрсе 2013 çулта видиокамера лартрăмăр. Пурě 29800 тенкě укçа тăкакланă.

        Выранти бюджетран пурě 986719 тенкине ял поселенийěне тытса тăма тăкакланă.  

                                                                                                                                                                                                                                                                               

                         Ял-хуçалăх ěçне илес пулсан

 

 

 

Ял территорийěнче фермер хуçалăхěсем -  11  тата СХПК им.Мичурина тата колхоз «Родина» ячěллě ял хуçалăхпа ěç (производство) комплексěсем.

  Фермер хуçалăхěсем ытларах тěш-тырă туса илессипе тата çěр улми ÿстерессипе ěçлесе пыраççě. Кěрхи тата çурхи уй-хир ěçěсене те фермер хуçалăхесем, çанталăк пăтăрмахесене пăхмасăрах вăхăтра тата тивěçлě шайра туса илеççě. Иртнě çул вěсем 1 гектартан 17,6 цетнер тěш-тырă, 170,5  центнер çěр улми туса илнě.

  Фермер хуçалăхěсем ял территорийěнче çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăк устереççě, выльăх-чěрлěх усраççě. Паянхи куна выльăх усрама тупăшлă, сěте  халăхран пěр литрне 25 тенкěпе пуçтараççě. Сěт пуçтарас енěпе  Кěтеснер ялěнче Николаева Елена Петровна , Охотникова Веронгина Ивановна  Эçпепе ялěнче Федоров Михаил Васильевич,  Кивě Шулханта Николаева Галина Григорьевна тăрашса ěçлеççě.

        Килти хушма хуçалăхсенче пурě  549    пуç ěне-выльăх,    271   пуç сысна,   395 пуç   сурăх качакасем,   2115     пуç кайак-кěшěк усраççě. Самах май каласан хуçалăхсенче  савакан енесен йышě чакса пырать пулсассăн  сурăхсемпе качакасен йышě самайах ÿссе пырать.

        Паянхи кун ял территорийěнче халăха ěç вырăнěпе тивěçтереме йывăртарах, çавăнпа кашни харпăр-хăй çěр пайěпе уйрăлса тухасси анлăн сарăлнă. Ун пек уйрăлса тухса ěçлекенсем пурě 51. Вěсем тěш-тырă, çěр улми туса илсе çемье бюджетне пуянлатаççě.

        Пурě пирěн ял тăрăхěнче 1122 долевик, çав шутран 729 –шě çěр пайěсене регистрациленě, вал пулать 65%. Республикипе илсен 57%. Ку ěçе хăвăртрах туса пěтермелли пирки Чăваш Республикин пуçлăхě М.В.Игнатьев  хайěн посланийěнче аса илсе хăварчě. Вăл «Кашни çěр лаптăкěн – хайěн хуçи пулмалла»  тесе каларě. Çавăнпа та кам çěр пайěпе усă курмас тата регистрацилемен пулсассăн ял поселенийне килсе заявлени сырса  отказаться тумалла. Е камăн тăванěсем  вилнě анчах çěр пайне регистрацилемен пулсассăн  вилнě хучěпе ял поселенине пымалла, специалистсем сире  тивěçлě  хурав парěç.

 

        Ял пуçлăхěн хушăвне пурнăçласа яла тирпей илем кěртессипе нумай тăрăшрăмăр. Урăхла каласан «Благоустройство территории» тетпěр. Ял администрацийěпе   культура ěçченесем халăха явăçтарса  урамсене тирпей-илем кěртессишěн тата çырмасене çуп-çапран тасатассишěн пěтем вăя хурса ěçлерěç. Ку ěçре ял пухавěн депутачěсен ěçне ырласа хăварни вырăнлă.

  Ку ěçре ытларах, Скворцов Алексей Гурьевич  Яковлев Владимир Николаевич депутатсем палăрса тачěç. 2013 çулта мусора ял поселени территорийěнчен илсе тухма  Иванов Юрий Николаевич  нумай пулăшрě.

        Иртнě çулта февраль уйăхенче Кěтеснер ялěнче Мичурин урамěнче тараса турамăр, ěçленě çěрте Некрасов Олег Александрович, Кондратьев Геннадий Филаретович, Семенов Вячеслав Федорович,  Леонтьев Рудик  Георгиевич тăрăшрěç. Пурě çак ěçе туса иртерме 10329 тенкě тăкакланă, тата 6 железобетонный кольцо илнě,  пěр кольци 2100 тенкě Пурě 12600 тенкěлěх  пулчě.

Масара тасатнă çěрте те ял поселени работникěсем, культура тата библиотека ěçченěсем  активлă хутшăнчěç.   Ку ěçре  Эçпепепе Кивě Шулхан çыннисем кашни çулах активлă хутшăнаççě,

Кěтеснер  çыннисене те малашне çак ěçре хутшăнма ченсе  хăварас килет.

         Иртнě çул Садовая урамри пěвене  Платонова Лира Михайловна тăрăшнипе юсарăмăр.

 2013 çулта Кěтеснер ялěнчи Спортивная , Эçпепе ялěнчи Ленина  урамсене вак чул тăкса якатса тикěсленě. Ку ěçе Канаш районěнчи  Ухман ялěнче пурăнакан фермер Макаров Алексей пурнăçларě. Иртнě хěл урамсене юртан вăхăтра тасатса тăма тăрăшрăмăр, ку ěç                                 килěшÿ турăмăр, мěншěн тесен юр хырса тăма унăн вайлă техника пур. Эпир вěсемпе  пěр-пěрне ăнланса, тачă сыхăнса ěçлесе пыратпăр.

 Кěтеснер ял тăрăхě 4 ялтан тăрать, 3 ялěнче ял уяве иртертěмěр.Çак уява ирттерме ял тăрăхěнчи фермерсем,предпринимательсем тата ялти уйрăм çынсем укçа-тенкě  енчен пулăшрěç. Кěтеснер ялěнче пурăнакан Александров Анатолий Иванович ял уяв  умěн стадионри  курăка хайěн техникипе çăлса кашни çулах пулăшать.

  Кěтеснер ялěнче  вырнаçнă 1-мěш  перекет кассин пуçлăхě Анжелика Валентиновна тата СХПК им.Мичурина  председателě Игнатьев Александр Юрьевич   Шупашкарти чăваш эстрада артисчě  илсе килсе ял халăхне савăнтарчěç.

        2013 çулта Кěтеснерте пурăнакан Петрова Анна Петровнăнне  90 çул тултарнине, Эçпепе ялěнче пурăнакан Петров Аркадий Васильевич  -  90 çул, Борькова Евдокия Игнатьевна  - 95 çул , Кивě Шулханти Михвйлова Нина Ивановна Аслă вăрçă участникě 90 çул тултарнине уявланă çěрте хутшăннă. Çак паллă кунсене уявлама район администрацинче ěçлекен пуçлăхсем, тата Кěтеснерпе Эçпепери  культура ěçченěсем, библиотека  работникěсем хайсен ушкăнěсемпе активлă хутшанчěç.

        Ялти культура çурчěнче 2-мěш хутра ветеринари пÿлěмě вырнаçнă. Унта ěçлекен Ломоносова И.А. ветврач ял халăхěн выльăх-чěрлěхне сыватассишěн яваплă. Вăл вăхатра тěрелě ерекен чир-чěрсенчен вылăхсене прививкăсем тăвать. Чирлě выльăхсене вăхăтра сиплес тесе тăрăшать.

Çавăн пекех культура çурчěнче 1-мěш перекет касси вырнаçнă, унта Иванова Светлана Ивановна тăрăшса ěçлет. 2013 – мěш çулта халăх 2.097.000 тенкě  укçа хывнă, 4.315.559 тенкě халăха кредит панă. Пайщиксем пурě 109 çын, пěлтěрхипе  танлаштарсан 10 çын ытларах.

        Ял тăрăхěнче çыхăну уйрăмě ěçлет. Çыхăну уйрăмěнче 3 çын вăй хурать. Вěсем ял халăхне  тěрлě хаçат-журналпа  тата         пенсионерсене пенçи укçипе тивěçтереççě.  Ял çыннисенчен тěрлě тулевсем (çутă, газ, телефон, налук) пухассине йěркеленě. Çыхăну уйрăмне 2 компьютер лартса панă.

         Пирěн ял тăрăхěнче 2 акушер пункчě. Вěсенче 2 фельдшер. 1 акушер, 2 санитарка тăрăшаççě.

            Суту-илÿ енěпе илсессěн.

   Халаха тěрлěрен таварсемпе тивěçтерес тěлěшпе ял территорийěнче 9 суту-илÿ точки ěçлет:

   -пěри – Вармар район потребкооперации, вăл Кив Шулхан ялěнче вырнаçнă:

   -8-ше предпринимательсен

   Кашни кун весем 45-55 пин тенкěлěх тěрлě тавар сутаççě. Ял территорийěнче терлě майлă суту-илÿ тума май килет. Çав тěлěшпе администрации суту-илÿ точкисене тěрěслесе тăрать, законсене пăхăнса пынине сăнать.

       Россельхозбанкран çěр çинче ěçлеме кредит илессипе те  ял тăрăхěнчи ěçченěсем тачă çыхăну тытаççě. 2013 мěш çулта районта сельский поселенийěсен хушшинче кредит илессипе малти вырăнта пырать.

Кěтеснер ялěнче пурăнакан Васильев Иван  Николаевич предприниматель  ялта Автосервис уçрě. Ку вăл питě лайăх япала. Ялти  арçынсене пите пысăк пулăшу парать.

 

Кěтеснер ял тăрăхěнче пěр шкул пур, унта 75 ача вěренет. Шкул директорě Краснова Маргарита Вячеславовна шкул ěç-хěлне çÿлти шайра тытса тăрать. Шкулпа эпир яланах тачă çыхăнса  ěçлетпěр, тěрлě мероприятисенче хутшăнатпăр.

 

Çавăн пекех Кěтеснер ялěнче ача сачě пур.    Унта пурě 17 работник вай хурса ěçлет.   Пурě 3 группа ěçлет. Паяхи куна 58 ача çÿрет.  Ясли-садра питě илемлě те ăшă , анчах крышăна тěпрен юсамалла, шыв каять.

 

  Ял территорийěнче 2 культура та 2 вулавăш çурчě вырнаçнă. Кунта 9 çын ěçлет, вěсенче 6 специалист. Кěтеснерти тата Эçпепери культура çуртěнче пултаруллă çынсем ěçлеççě тесен те пěрре те йăнăш пулмасть. Вěсем районта иртекен кашни мероприятире хутшăнса тěрлě çитěнÿсем тăваççě

Сăмах  май 2013 çулта декабрь уйăхěнче районти культура çурчěнче конкурс «Звезда караоке»   пулчě. Çав конкурсра та Эçпепе ялěнчи Федорова Ирина Петровна  хутшанса «Чи лайăх чăваш юррисене юрлакан» номинацине тивěçлě пулчě.

          2013 çулхи июль уйăхěнчен пуçласа  Кěтеснер ял библиотекинче  «Многофункциональный центр» уçăлчě.  Çак центр халăха тěрлě енлě ыйтусемпе йышăнать, вăхăтра татса парать.

Çак центра Скворцова Светлана Валерьяновна  тăрăшса вăй хурать.

Хăвăрăн ыйтусемпе пурте библиоткăна килме пултаратăр.

 

 

   Кěтеснер ял тăрăхěнчи çынсем ěçпе çеç мар спортпа та туслă. 2013 çулхи 16 февральте Салтак -интернационалистсене халалласа волейболпа соревновани туса ирттертěмěр. Çакă турнирта  5 ушкăн  хайсен командипе хутшăнчěç. Куçса çÿрекен кубока спонсар пулса  Кěтеснер ял çынни Пегеев Олег Генндьевич  илсе пачě.

Февраль уйахěнче шкул ачисемпе  «День здоровья « иртернě, йěлтěрсемпе эстафета чупнă.

Районти настольный тениспа  та на кубок главы администрации  иртерекен ăмăртура  та хутшăнса пирěн ял поселенийěнче пурăнакан Сотников Юрий Иванович 3 вырăн йышăнчě.

 

  Паянхи куна илсессěн, Кěтеснерти культура ěçченěсем  кăçл та  «Комплексная компактная застройка» конкурса хутшăнасшăн. Районти пуçлăхсем пулăшсан, хамăр çине тăрса тăрăшсан кăçал та пирěн тěллевсем хушшинче ялти культура çуртне тěпрен шал енчен юсаса пěтересси тата Кěтеснерти  ача садне юсасси.

Шанас килет пирěн ял тăрăхěн пурнăçě çěнелсе, лайăхланса пырасса.  Хамăн сăмаха вěçленě май, мана итлеме кăмăл тунăшăн пурне те тав. Енчен те ăнланманни пулчě пулсан, ыйтса пěлме пултаратăр. Тархасшăн,  Тавтапуç!

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика