Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

03.04.2020.Аслă çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле: «Ылтăн вăчăра» – вулар чăвашла.

Леонид Агаков

Ылтăн вăчăра

I

«Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă…»
— (Акт)

…Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ÿкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тÿсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.

Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тÿсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.

Ку та хăратаймарĕ. Малтанхи пекех, ял çыннисем çывăхри вăрмансенчи партизансемпе куллен çыхăну тытса тăчĕç, вĕсене мĕнпе май килнĕ — çавăнпа пулăшрĕç, партизансем хăйсем пырса тухсан, çăткăн тăшмансенчен пытарса усранă апат-çимĕçсене парса ячĕç.

Урăхла пулма та пултарайман çав. Кашни килтен, кашни çемьерен тенĕ пекех кам та пулин партизанра çÿренĕ. Килтисем урлă вĕсем тăшмансен кашни утăмнех пĕлсе тăнă. Çавна пула партизансем фашистсене пачах та кĕтмен çĕртен, сасартăк, çĕр айĕнчен сиксе тухнă пек тухса çапа-çапа, питĕ пысăк сиен кÿнĕ. Пĕринче колхозниксен тыррине çаратса кайма тиенĕ обоза тапăнса туртса илнĕ, тепринче çамрăксене Германие каторгăна илсе кайма пынă «уполномоченнăйсене» тытса çавăнтах пĕтерсе тăкнă, виççĕмĕшĕнче — яла халь çеç пынă çĕнĕ коменданта, ăшă

 вырăнĕ çинченех сĕтĕрсе тухса, ял хыçĕнче персе пăрахнă.

Хисеплĕ вулаканăм, Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» кĕнекине аса илсе вулама çак ссылкапа пулать : vulacv.wordpress.com2017/06/20/yltanvacara/

 

 

 

Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика