Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

05.06.2019 г. Раҫҫейре театр ҫулталăкĕ

Раҫҫейре театр ҫулталăкĕ пырать. Ҫав пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Пысăк Енккасси ялне районти , Чăвашьенти  тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем тăтăшах килсе ҫӱреҫҫĕ.   Акă, нумаях пулмасть Енккассисене Канаш районĕнчи Ямаш культура ҫурчĕн Людмила Константинова ертсе пыракан  «Ямаш Ен» ушкăн  илемлĕ  юрă –ташăсемпе, тĕрлĕ спектакльсенчен илсе  калăпланă сăнарсемпе паллаштарчĕ. Маларах  Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕн Культура ҫурчĕ ҫумĕнчи драма ушкăнĕ «Улька кинĕн виҫĕ кинĕ» камитпе куракана чылайччен ахăлтаттарчĕ. Ҫак кунсенче  вара Красноармейскинчи  районти культура ҫурчĕ ҫумĕнчи Нестĕр Янкас ячĕпе хисепленекен литература премийĕн лауреат ятне тивĕҫнĕ халăх театрĕ  Н.Сидорован  «Юрату- шӱт мар» камитпе  килсе ҫитрĕ. Пултаруллă режиссер Клавдия Филиппова ертсе пынипе   лартакан спектакльсем хăйне евĕр те кăсăклă. Артистсем республикан тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине сараҫҫĕ. Палăртма кăмăллă: тĕп рольсенчен пĕринче Пысак Енккасси ялĕнче ҫуралса ӱснĕ,  хальхи вăхăтра Краноармейски салинче пурăнакан Геннадий Сергеев  питех те витĕрӱллĕ те ăста вылять. Ҫавăн пекех Юрий Филиппов, Галина Михайлова, Людмила Маркова, СССР  Халăх артисткин  Вера Кузьмина ячĕллĕ сăвăҫсен ҫулсерен ирттерекен конкурсĕн лауреачĕ Аня Игнатьева  хăйсен камитри сăнарĕсене ĕненмелле те витĕмлĕ уҫса пачĕҫ. Куракан чĕрине ырă кăмăл, пысăк савăнăҫ кӱнĕшĕн пултаруллă ушкăна  театра чунтан парăннă пысăкенккассисем  ура ҫине тăрсах тăвăллăн алă ҫупса саламларĕҫ.

 

Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика