Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

27.01.2018 г. Туслă ҫыхăну

Пысăк Енккасси Культура ҫурчĕ Чăваш Енри  тĕрлĕ  пултарулăх ушкăнĕсемпе чылайранпа туслă ҫыхăну тытать. Ҫак кунсенче кунта Шупашкар районĕнчи  Кивĕпулăх ялĕн клуб ҫумĕнчи  «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Репертуарта халăхра анлă сарăлнă чăваш, вырăс юррисем янăрарĕҫ. Каласа хăварни вырăнлă: «Шанчăк»  ушкăна  йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ хамăр районти Карак Ҫырма ялĕнче ҫуралса ӱснĕ Елизавета Львова.  Пысăкенккассисем хăнасен кашни юрри-ташшине, шӱтлĕ сценкăсене  тăвăллăн алă ҫупса пахаларĕ. Уйрăмах Тамара Казаковапа Валентина Ефремова юрланă юрăсем ытла та илемлĕн янăрарĕҫ. Сергей Емелькин купăсҫă ушкăн юрлакан юрăсен сасă пĕрпеклĕхне тĕрĕс лартса  йĕркелесе пырса концерта пысăк шайра ирттерме пултарчĕ.

       Енккассисем хăнасене ăшшăн  тав туса, пултарулăхра малашне те пысăк ҫитĕнӱсем сунса ăсатса ячĕҫ.

Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика