Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

ноябрь 2014 г.

 

28.11.2014 г. Национальная библиотека Чувашской Республики с 24 по 30 ноября 2014 г. проводит республиканскую акцию – флешмоб «Продлим книге жизнь». В рамках этой акции в Большеяниковской сельской библиотеке члены  совета библиотеки, Н.Ильина и Н.Петрова, приняли активное участие в ремонте книг. Библиотекарь поблагодарила их за добросовестную и аккуратную работу по ремонту книг.

20.11.2014 г. Большеяниковская сельская библиотека к Всероссийскому дню правовой помощи детям с учащимися  1- 4 классов провела урок правовой грамотности «Дети тоже имеют право». Были подготовлены информационные листы об их правах и обязанностях. Для ребят организовали  электронную презентацию «Права ребенка». Учащиеся прочитали стихотворения о правах, поставили сценку из школьной жизни, а потом совместно с библиотекарем «путешествовали» по страницам книг «Всеобщая декларация прав человека для детей и взрослых», П.Астахова «Я и школа» и «Я отдыхаю». В заключение они с удовольствием участвовали  в литературно – правовой викторине  «Какие сказочные герои могли бы пожаловаться на то, что нарушены их права». Ребята  узнали, что у детей  есть, не только права, но и обязанности, которые надо выполнять

16.11.2014 г. В День толерантности провели  беседу «Учимся быть терпимым». Говорили о доброте, милосердии, дружбе и взаимопомощи. Подростки   активно участвовали в обсуждении вопросов о толерантности. Все мероприятие сопровождалось слайдовой презентацией «Давай дружить».  

15.11. 2014 г. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр  Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Пысăк Енккасси ял вулавăшĕнче «Чăваш! Çĕклен те çунатлан» ятлă асăну каçĕ пулса  иртрĕ.  Вулакансем валли «Чăн чăвашăн чăн поэчĕ» ятлă кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Вĕсем чăваш поэзин никĕсне хывнă çулăм чĕреллĕ Çеçпĕлĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесемпе, ха&¸ат-журналсемпе, поэтăн   сăввисемпе паллашрĕç. Асăну кунĕнче вулавăш ĕçченĕ Çеçпĕлĕн паллă «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Вăхăт çитĕ, вăхăт пулĕ ..» сăввисене вуласа пачĕ.  Ачасем валли хатĕрленĕ «Кăвар чĕре»   электронлă презентаци те Çеçпĕлĕн пултарулăхне тарăннăн уçса пачĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕ ĕмĕрлĕхе юлĕ чăваш халăх чĕринче.

04.11.2014 г. Халăх  пĕрлĕхĕн кунĕ Пысăк Енккасси ял çыннисемшĕн чăннипех те уяв пулчĕ. Чÿк уйăхĕн 7-мĕш кунĕнче чăвашсен пирвайхи хĕрарăм-сăвăçсенчен пĕри, пирĕн ентеш,  Мария Волкова (Вега) 80 çул тултарать. Çак пулăма паллă тума хальхи вăхăтри чăваш çыравçисем Зоя Сывлăмпи, Лидия Сарине, Нина Пăрчăкан тата  Галина Матвеева килме кăмăл турĕç. Тараватлă та ырă кăмăллă çынсемпе, ăста сăвăçсемпе тĕл пулма ял вулавăшне пуçтарăнчĕç аслисем те çамрăксем те. Малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.А.Васильев уяв ячĕпе пурне те ырлăх, телей, пĕр-пĕрин хушшинче ăнлану, çыравçăсене пултарулăхĕнче ăнăçу сунчĕ.

 Çыравçăсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, сăввисене пысăк туйăмпа хавхаланса вуларĕç. Тăван кĕтесе, атте-аннене манмалла марри çинчен, туслăха тата юратăва упрамалли пирки чун-чĕре ăшшипе çырнă хайлавсем пурне те тыткăнларĕç.

 Н.Никонорова библиотекарь Мария Волкова сăвăç пултаруллăхĕпе паллаштарчĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи «Еник» ушкăн М.Волкова сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене хаваслăн шăрантарчĕ. Г.Матвеева çыравçă, П.Петров сăвăç пурнăçĕ çинчен аса илсе каласа пачĕç. Библиотека çумĕнчи  ачасен «Литература +театр» клуб членĕсем Лидия Саринен «Ырă чунлă курак» пĕр пайлă пьеса юмахне  тата Нина Пăрчăканăн «Вăрманти шăв-шав» пьеса юптарăвне лартса пачĕç. Н.Гаврилов купăсçă З.Сывлăмпи  сăввипе аннесене халалласа çырнă юрра ăшшăн шăрантарса пачĕ.

Килнĕ хăнасем пушă алăпа килмен, вĕсем хăйсен юлашки вăхăтра пичетрен тухнă çĕнĕ кĕнекисене илсе килнĕ. Вĕсене вулакансемпе пахаларăмăр. Çыравçăсем хăйсен хайлавĕсене ыр сăмахсем çырса вулавăша парнелесе хăварчĕç.  Çак тĕл пулу сăвăçсене те вулавçăсене те кăмăла кайрĕ.

nbsp;¸

Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика