Территориальный отдел "Юнгинский" 

Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Меркурий Борисович Ягунов

Вĕрентекен ĕçĕ - пархатарлă та хисеплĕ ĕç. Вăл ачасен пĕлÿ тĕнчин алăкне уçаканĕ, ачасене тĕрĕс воспитани парса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшаканĕ.

          Пирĕн ялта  хисеплĕ вĕрентекенсем сахал мар.  Манăн сире Муркаш районĕнчи Кăпас ялĕнче çуралса ÿснĕ Ягунов Меркурий Борисовичпа паллаштарас килет. Вăл пирĕн тăрăхри хисеплĕ вĕрентекен анчах мар, пултаруллă композитор та.

           Меркурий Борисович 1939 çулта Кĕçĕн Кăпас ялĕнче  кун çути курнă. Малтан Кăпасри  7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Унтан Етĕрне районĕнчи Урпашри вăтам шкула вĕренме каять. Анчах йывар чирленине пула вăтам пĕлу илеймест. Ашшĕн шăллĕ, Вихтăр,  «Русский строй» ятлă хут купăспа ăста каланă. Унăн хут купăсне пĕчĕк Меркуш час-часах тытса пăхнă. Турă панă талант вăранать, хут купăс хĕлĕхĕсене хăйне итлетесе илемлĕ кĕвĕсем калама хăнахать.

             «1946 çулта тифпа чирлекенсем питĕ йышлăччĕ. Пĕррехинче пирĕн яла санитаркăсем килчĕç. Эпĕ пĕчĕк ача урамра хут купаса нăйкăштарса утатăп. Тен, ытлашши калама та пĕлмен те пулĕ. Анчах эпĕ калакан кĕвĕпе санитаркăсем ташлани халĕ те асрах. Мана хавхалантарса ташланă-ши вĕсем? Эпĕ пĕчĕк ача савăнтăм. Тата илемлĕрех калама вĕренес тесе тăрашрăм»,-аса илет хăйĕн ачалăх кунĕсене  Ягунов Меркурий Борисович.

Ягунов Меркурий Борисович 1957 çулта Кăпасри ял клубне баяниста вырнаçать. Хăй çуралса ÿсне тăрăхра, Кăпас ялĕнче юрлас кăмăллă çынсене пуçтарса пултарулăх ушкăнĕ йĕркелет. Каçсерен пĕчĕкçĕ ял клубне 15-20 çынна яхăн пуçтарăнса районта ирттерекен фестивале хатĕрленеççĕ. Тăрăшни сая каймасть. Малтисен шутне кĕрсе Хисеп хутне илме тивĕç пулаççĕ.  Хăйсен ĕçне лайăх хакланишĕн савăннипе пултарулăх ушкăнĕ çывăхри ялсене çитсе нумай юрă-ташăпа савăнтарать. Меркурий Борисович хăйне ĕçлеме хавхалантарса пулăшса пыракансене, пĕрремĕш кунранах пултарулăх ушкăнне çÿрекен хастар чунлă çынсене паянхи кун та манаймасть. Просорова Нина, Елизавета Матюкова, тата ыт.те хăйсен илемлĕ сассисемпе халăха чылай савăнтарнисĕр пуçне унăн ĕçлес туртăмне те аталантарнă. «Вĕсем мана пурнăçри чăн-чăн сукмака тупма пулăшрĕç»,- тесе аса илет, тав тăвать пирĕн тăрăхри композитор. Концертсене хĕлле лашапа çÿренĕ, çулла - çуранах.  Çуркунне урисене те йĕпетнĕ, хĕлле лаша çинче шăнса та кÿтнĕ. Ялти çыннăн кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн килте те ĕçĕ час пĕтмест. Хăшĕсен ачисем те вак пулнă. Анчах юрлама юратни хăйсен умĕнчи пур чăрмава та çĕнтерме пулăшнă. Юрлама çÿрекенсене мăшăрĕсем те ăнланнă, каç-каç клуба тухма чарман.  Халăх ăна шанни, ĕненни ăна баянистсен 3 уйăхлăх курсĕнче пулса хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме талпăнтарать.

Пултаруллă çамрăкăн ĕçлес кăмăлĕ пысăккине кура 1960 çулта Кăпас клубĕн заведующийне лартаççĕ. Шалтан тапса тăракан турă панă талант ăна тунă ÿсĕмсемпех лăпланмалла маррине, малалла та малалла талпăнмаллине туйтарнă.  Хăйĕн пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе ЧР халăх творчествин çурчĕ çумĕнчи  9 уйăхлăх курсне вĕренме каять. А.Бурундуковпа, П.Мандрюковпа, В.Яндимиркинпа пĕрле вĕренеççĕ. Анчах хăй йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕ çинчен самантлăха та манмасть. Çав вăхăтрах Кăпас шкулĕнче ачасене музыкăна юратма вĕрентет.

1963 çулта унăн ĕçне Чăваш Республикин культура Министерстви те пысăка хаклать, Тав хучĕ парать.

1964-1966 çулсенче Урпашри вăтам шкулта музыка учителĕнче вăй хурать. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстересси çинчен те манмасть Ягунов, музыка училищине вĕренме кĕрет. Урпашри шкулта ачасен пысăк хорне йĕркелет. Виçĕ сасăпа юрлама  хăнăхтарать. Ташшисене те хăех лартать. Малашлăха урăхла курасшăн çунакан çамрăк 1964 çулта «Шуçăм» колхозăн комсомол организацин ертÿçинче ĕçлеме пуçлать. Хăйĕн ĕçне чунпа парăнннине, пуçланă ĕçе вĕçнех çитерме тăрăшнине районтисем кураççĕ. 1966 çулта Муркашри культура пайĕн ертÿçи А.П.Игорев Ягунова районти музыка шкулĕн директорне лартать. Муркашра музыка шкулĕ 1965 çулта районти вăтам шкулта уçăлнă. Кунта вĕсене икĕ пÿлĕм уйăрса панă. Ачасене пианина тата купăс калама вĕрентнĕ. Музыка енне туртăннă ачасем питĕ йышлă пулнă. Музыка шкулне Гагарин урамĕнчи йывăç çурта куçараççĕ. 5 çул ертсе пырать музыка шкулне. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен музыка енне туртăнакансем  те сахал мар пулнă.  Александров Владимир Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. Рубцов Валерий машинăсем тăвакан заводра баянист пулса нумай çул вăй хунă.

Иксĕлми вăй-хăватлă Ягунов М.Б. 1966 çулта районти  милиции ĕçченĕсен пултарулăх ушкăнне ертсе пыма пуçлать. Çав çулсенчех  районти культура ĕçченĕсен хорне  те йĕркелет. Çак ушкăнсемпе те вĕсем тĕрлĕ ялсенче пулса, тĕрлĕ смотрсене хутшăнса малтисен вырăнне йышăнаççĕ.

Килти ватă амăшне хĕрхенни, тăван ял сывлăшĕ ăна каллех хăй ытамне чĕнет. 1971 çултан Кăпасри 8 çул вĕренмелли шкулта музыка, рисовани тата физкультура урокĕсене ирттерет. Ĕçе чунпа парăнса ĕçлеме хăнăхнă çын пур урокра та ачасемпе  тăрăшса ĕçлет. Районти çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче те вăл вĕрентекен ачасем малтисен шутне лекеççĕ. Ачасен юрăпа ташă пултарулăх ушкăнĕ те час-часах районта ирттерекен смотрсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçеççĕ.

Ăна музыкăна тĕнчине юратма, нотăсен чунне туйма, баянпа выляма Юнкăри музыка учителĕ, Вазиков Э.Б. вĕрентнĕ. Вăл вилнĕ хыççăн Меркурий Борисович Юнкăри вăтам шкула та музыка урокĕсене ирттерме çÿрет. 1982 çулта вăл ертсе пыракан ачасен пултарулăх ушкăнĕ СССР туса хунăранпа 50 çул çитнине халалласа ирттерекен парада хутшăнать, хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарать. 

1985 çултанпа Юнкăри пултарулăх ушкăнне ертсе пыма пуçлать. Каçсерен Меркурий çăлтăрсем тÿпере çутатма пуçласан çĕнĕрен те çĕнĕ кĕвĕсем çырать. Вăл хăйĕн пĕрремĕш юррине («Эп сана тĕл пулма шутламанччĕ» ятлă) 1960 çулта халăх умне кăларнă. Ăна Просорова Нинăпа Елизавета Матюкова юрланă. Хaш-пĕр юррисем хаçатра та пичетленсе тухнă.

«80 яхăн юрă кĕвĕлерĕм пулĕ»,- каласа парать Меркурий Борисович.  1994 çулта ăна композиторсен ассоциацине йышăннă. Унăн чылай юррине ансамбльсем хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Чăвашсен паллă юрăçисем, В.Раймов, С.Бубнова, Р.Шекирова тата ыт. те вăл кĕвĕленĕ юрăсене радиопа час-часах юрланине илтме пулать.

2000 çулта Юнкăпа Кăпас шкулĕсене пĕрлештерсе вĕрентÿпе культура центрĕ туса хураççĕ. Меркурий Борисович тăрăшнипе Муркашри ачасен искусство шкулĕн филиалне уçаççĕ. Унта унăн хĕрĕ, Кудряшова Людмила Меркурьевна, ташă ăстисен ертÿçи пулса ĕçлет. Хăй тăнлавсем шуралнине пăхмасăрах ачасене баян калама вĕрентет. Яндушкин Михаил, Шутеев Евгений районти смотрта лауреат ятне çĕнсе илеççĕ. 2001 çулта ĕçри çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетсе Меркурий Борисовича «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ятне параççĕ.

Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе вăл хăйĕн вăй-халне чăваш музикине аталантарас, халăх йăли-йĕркине упрас  тата çамрăксене тĕрĕс воспитании парас ĕçе  янă. Хăйне турă пиллесе панă пултарулăхĕпе вăл нихăçан та мăнаçланман. Хăй вĕрентнĕ ачасем унăн ĕçне малалла тăсакансем пуласса ĕмĕтленнĕ.

Мăшăрне те, ачисене те яланах  музыка тĕнчин асамлăхне туйтарассишĕн тăрăшнă. Сая кайман вăл тăрăшни. Унăн пархатарлă ĕçне кĕçĕн хĕрĕ, Людмила, малалла тăсать. Тĕрĕсрех каласан, пĕр-пĕрин çумне таянса ĕçлеççĕ ашшĕпе хĕрĕ. Ашшĕ илемлĕ кĕвĕсем çырать, хĕрĕ çав кĕвĕпе ташăсем лартать.

Музыкăн асамлă хĕлĕхĕсем кĕçĕн хĕрĕнче те пур енлĕ талант вăратаççĕ: илемлĕ юрлать, кулăшла сценкăсенче аван вылять, çынсене тĕлĕнтермелли ташăсем лартать. Темиçе çул каялла районти вĕрентекенсен смотрĕнче  çĕнтерсе Ягунов М.Б., Ягунова Л.М. тата Шандимирова Н.В.  сенкер экран çине тухрĕç, илемлĕ юрă шăрантарчĕç.

Людмила Меркурьевнăн пултарулăхĕ ачаллах палăрнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах унăн чунĕнче илемлĕх тĕнчин алăкĕ уçалмасть-ха. Темиçе çул иртсен кăна хăйне кăчăк туртакан культура училищин  хореографи уйрăмне вĕренме кĕрет. Музыка тĕнчин пысăк юратăвĕ ăна илемлĕ ташăсем лартма хавхалантарать. Вăл лартнă мĕнле кăна ташша курса киленмест пулĕ муркаш халăхĕ: чĕрне вĕççĕн тенĕ пек ташлакан çармăс(мари) хĕрĕсен ташши, çĕрти тусана сывлăша çĕклекен тутар хĕрĕсен ташши, хăйсен сăпайлăхĕпе халăха тыткăнлакан чăваш хĕрĕсен ташши, хăйсен илемлĕ тумĕпе мăнаçланакан моряксен ташши, кĕл чечек пек илемлĕ чечексен ташши тата ыттисем те. Районта ирттерекен тĕрлĕ смотрсене хутшăнса халăха савăнтарать. Республикăри шайĕнче ирттерекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ илемлĕхе чунпа парăннă ăстаçăсем. 2003 çулта «Заветный час» передачăна та хутшăнчĕç.

Ачасене тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарнипе çырлахмасть вăл, хăй те 2002 çулта «Çулталăкри вĕрентекен» конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăна çĕнсе илет. Малти вырăнсенче пулас тесен аслă пĕлÿ илни кирлине ăнланса илет, çав çулах Чăваш Патшалăх университечĕн культурăпа филологи факультетне вĕренме кĕрет.

Ашшĕ-амашĕ ăста педагог пулни ачисемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Икĕ хĕрĕ те вĕрентекенĕн йывăр ĕçне суйласа илеççĕ. Аслă хĕрĕ, Ягунова Эльза Меркурьевна, 18 çул Çĕнĕ Шупашкарта вырăс чĕлхипе литературине вĕретет. Кĕçĕн хĕрĕ, Кудряшова Людмила Меркурьевна, Юнкăри вăтам шкулта 8 çул ачасене илемлĕх тĕнчине туйма хăнăхтарать. Ягуновсен ратти вĕрентекенсенчен пуян.

 

Н.В.Шандимирова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика