Территориальный отдел "Юнгинский" 

Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Чунĕпе çамрăк хисеплĕ вĕрентекен – Александра Ивановна Николаева çинчен

                                                                         Мухтавлă,чыслă ĕçĕре

                                                                           Нумай вай-халăр кайнă.

                                                                             Çÿç кăтрисем те çулсерен

                                                                           Чĕркĕмĕл пек шуралнă.

                                                                                                    М.Волкова

Пурнăçра пĕтĕмпех шкултан пуçланать: пĕлÿ патне туртăнасси те, кăмал-сипет пуянлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, шанчăклăхĕ. Ачасене çак пахалăхсене пама пултаракан, вĕсен чун-чĕри патне  кирлĕ çул тупакан вĕрентекенсене чăн-чăн учитель теççĕ. Ун пек педагогсене шкул пĕтернĕ хыççăн нумай çул иртсен те манмаççĕ, ачисене, мăнуксене кала-кала параççĕ. Çапла юратнă учитель пĕр çемьери темиçе ăрăва пĕлÿ парать, çемьешĕн чи çывăх çын пулса тăрать.

Чăн-чăн учителĕн асмлă вăйĕ мĕнре-ши? Учительсен ырă ĕçĕсене мухтаса миçе сăваç сăвă çырман-ши? Эсир мар-и пире пĕрремĕш сас паллисемпе паллаштаракан, пурнăçри ырăпа усала уйăрма вĕрентекен, хамăр умри йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантаракан, пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшакан. Кашни çын асĕнчех пĕрремĕш вĕрентекен. Вăл пирĕншĕн аннерен те ырă. Эсир пуррипе çак илемлĕ çут тĕнче хитреленсе, ÿссе, аталанса пырать. Тайма пуçăм сире, хисеплĕ вĕрентекенĕмсем.

Вĕрентекен ĕçĕ мĕн тери йывăррине пире, ачасене, ăнланма, паллах, йывăр. Ялти вĕрентекенсене татах та йывăртарах. Вĕсен ялти çынсен куçĕнчен ÿкес мар тесен килте выльăх-чĕрлĕх те тытас пулать, пахча-çимĕç те туса илес пулать. Çав вăхăтрах киле илсе килнĕ тетрадьсене те тĕрĕслесе ыранхи урок планне те çырма вăхăт тупас пулать. Çын çинче хăв учитель пулнине  те пĕр самант та манма юрамасть. Хăш вăхăтра выртса канма вăхăт тупаç-ши вĕсем? Анчах та чăн-чăн вĕрентекен, тава тивĕçлĕ вĕрентекен пулма тата та йывăртарах пулĕ.

Манăн сире хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ иксĕлми вăй-хăватлă, чăн-чăн педагогпа, Николаева Александра Ивановнăпа паллаштарас килет. Хăйĕн прфессине чунпа парăннă çынсем вĕрентÿ ĕçĕн шăнăрĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх паракан пулса тăраççĕ. Ĕçри юлташĕсене хăйсен ĕçĕсемпе хавхалантарса малалла талпăнтараççĕ.

Николаева Александра Ивановна 1930 çулта Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче хресчен çемйинче ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕ, Фролова Елена Петровна, çĕр ĕçĕпе пурăннă. Вăл хăй вăхăтĕнче «Юнкă» колхозĕн тава тивĕçлĕ колхозницисенчен пĕри шутланса тăнă. Хутла пĕлмен пулин те унăн пурнăç ăсĕ пуян пулнă. Ашшĕ, Фролов Иван Григорьевич, Войков ячĕпе хисепленекен колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине те, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине те хутшăннă. Ашшĕ хутла вĕреннĕ çын пулнă. Çемье ăшшипе вĕсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ.

 Юратун ырă çимĕçĕ, аслă хĕрĕ, кун çути курсан ăна ашшĕ Валентина ят хурасшăн пулнă, амăшĕ Шура ят хунă. Пунăçра çынсене инкекре пулăшакан, арçын  пек çирĕплĕх пытаннă çак илемлĕ ятра.  Хăйсен хĕрĕсене вĕреннĕ те хисеплĕ çын  вырăнĕнче курма ĕмĕтленнĕ ашшĕ-амăшĕ. Вĕсен ĕмĕчĕ çитсе пынă та ĕнтĕ.

1937 çулта пĕрремĕш класа кайни халĕ те манăçман-ха тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенĕн. Хăйĕн малтанхи вĕрентекенне тата пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă ытти вĕрентекенсене те ырă та çепĕç сăмахсемпе кăна аса илет ватă вĕрентекен. «Воскресенская Алевтина Леонидовна мана пĕлÿ тĕнчин алăкне уçса унăн тĕшшине тутантараканĕ пулнă. Эпĕ аслă пĕлÿ илнинче Антонина Хрисановнăн тÿпи те пур. Вăл пире 4-мĕш класран вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. Уроксене аван ирттеретчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Суворова (Яндушкина) Мария Семёновнăна та тав самахĕ калас килет.

Вăл вăхăтра вĕренме çамăлах пулман. Шкул çурчĕсене вутăпа хутнă. Алăсем анчах мар, чернилăсем те шăнса ларатчĕç. Класри ĕçсем валли шкултан тетрадьсем паратчĕç. Килти ĕçсене тума кивĕ кĕнекесене, журналсене усă кураттăмăр. Килти ĕçсене тума чернилне юман çăпан шывĕнчен те хамăр тăваттăмăр. Шывне сăрăхтарнă хыççăн тутăхнă пăтасем ярса лартаттăмăр. Вĕсем час кайса пĕтетчĕç. Анчах вĕренес ĕмĕт пурин те пысăк пулнă. Вăрçă пуçланни те пире нумай асаплантарнă».

Александра Ивановна 1945 çулта Юнкăри çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан кÿршĕ районти (халĕ Етĕрне, ун чух Сĕнтĕр районне кĕнĕ) Урпаш шкулне вĕренме çÿрет. 1948 çулта алла аттестат илсен Шупашкарти Чăваш Патшалăх институтне вĕренме кĕрет. Хăйсемпе пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсен ятне паянхи кун та манман: Петрова Клава, Чернова Валя, Маевская Лида, Филатова Катя, Андреева Асклиада, Иванова Апполина, Чернов Мефодий, Петорва Юлия, Николаева Зоя, Степанова Люба, Терентьев Вениамин, Соловьёва Валя, Уськин Александр тата ыттисем те. Хăйĕн пултарулăхне аталантарас тĕллевпе хулари çамрăксен гимнастика шкулне çÿрет. Пĕрремĕш разрядлă гимнастка ятне çĕнсе илет. Час-часах инстиутăн ятне хÿтĕлеме çÿрет.

1952 çулта алла диплом илсен пултаруллă çамрăк специалиста Етĕрне районĕнчи Урпаш шкулне чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме яраççĕ. Ĕçе пĕрремĕш кунранах чунпа парăнса кÿлĕнет. Хăйĕн предметне лайăх пĕлнĕрен, ачасене уроксене тĕплĕ ăнлантарнăран шкул ачисен юратнă учителĕ пулса тăрать. Вĕрентекенсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ун спорт енĕпе те пултарулăхĕ пуррине курса (вăл вăхăтра çак шкулта физкультура учителĕ пулман) ăна физкультура урокĕсене шанса параççĕ. Ку ĕçре те хăйне тÿрре кăларать. Чунне парса ĕçленишĕн ăна сахал мар хисеп хучĕсем панă. Шел, вĕсем упранса юлайман.

Александра Ивановна студентка чухнех хăйĕн чунĕшĕн çывăх çынпа паллашать. Анчах икĕ юратакан чĕре пĕрлешме паллă тунă куна пурăнса çитеймест. Туй пуласси виç кун юлсан (7 апрель 1953 çул) Сергеев Алексей Трофимович истребитель самолёта испытани тунă чух вилет.

Хитре хĕре куç хывакансем йышлă пулнă. Хăй телейне тепринпе тупма ĕмĕтленсе 1954 çулта Николаев Алексей Николаевичпа çемье çавăрать. Телейлĕ хĕр арăм хăйĕн мăшăрне 1955 çулта ывăл парнелет. Ăна вĕсем Лёва ят хураççĕ.

1960 çулта пултаруллă çамрăк учительницăна районтисем те асăрхаççĕ. Александра Ивановнăна директора ларма сĕнеççĕ. Çамрăк пулин те, килĕшет. 1960-1963 çулсенче Чуманкасси шкул директорĕ пулса ĕçлет. 1961 çулта Николаева Александра Ивановна мăшăрне пĕр харăсах виçĕ ача парнелет (пĕр ывăл та икĕ хĕр). Анчах турри вĕсене телейлĕ мăшăр пулма çырман иккен, 9 çултан Алексей Николаевич ĕçнине пула çемье арканать. Йывăр пулнă çав вăхăтра Александра Ивановнăна вак ачасемпе ертÿçĕре ĕçлеме. Опычĕ те сахал пулнă. Мăшăрĕ ăна ăнланасшăн пулманни тата хытăрах чунне хуçнă. Çывăх юлташĕсем йывăрлăхра пăрахманни çеç ăна савăнтарнă. Çемьене ачасем те çăлса хăвараймаççĕ, арканать. Çирĕп чунлă хĕр арăм 4 ачапа йывăр пулассине пăхмасăрах мăшăрĕпе уйрăлать. «Тен, çак ĕçекен  арçынпа пурăннă пулсан, пурнăç картлашкипе малалла талпăнма вай-хăват çитместчĕ те пулĕ. Анчах та ман ачасен ашшĕ вăл, çавăнпа та ман ăна тиркесе калаçас килмест. Ĕçме сăлтавĕ пулнă-ши, эпĕ ăнланаймарăм, вăхăтра пулăшаймарăм пулĕ »,- тет Николаева Александра Ивановна.

Нихăçан нимле йывăрлăхра та пуçне усман пултаруллă вĕрентекен. Чунĕнче тем пек йывăр пулсан та, çын умĕнче хăйне хаваслă тытма пĕлнĕ. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсем те ăна ăнланса пулăшса пынă. Вăл яланах халăх хушшинче пулма тăрăшни те унăн хуйхине сипленĕ.

Хăй вăхăтĕнче харăсах 3 ача çуратса историне кĕрсе юлнă хĕрарăма профсоюз Обкомĕ сывлăхне çирĕплетме путёвкăсем парать. Гагра тата Кисловодск санаторисенче сывлăхне çирĕплетет. Тĕрлĕ вырăнта пулса курни те унăн тавракурăмне ÿстерет. Çынсем çине урăх куçпа пăхма вĕрентет.

 Çамрăк    хĕрарăма 4 ачапа ĕçлеме йывăр пулнă. 1963 çулта тăван амăшĕ патне Юнкăна таврăнать. Хăйĕн амăшне вăл çав тери мухтаса калаçать: «Мана вăл нумай пулăшрĕ. Ачасене çитĕнтерме анчах мар, пурнăçăн тумхахлă сукмакĕсенчен пăранса иртсе кайма та чылай вĕрентрĕ. Мана йывăр чухне чуна пусарса йăпатма пĕлетчĕ. Кашни сăмахах чĕре патне илмелле марри çинчен калатчĕ. Тен, эпĕ хамăн ачасене тăван анне чухлĕ вĕрентме те пĕлеймерĕм пулĕ. Ялти йывăр ĕçпе хуçăлса, вăрçă вăхăтĕнче арçынпа тан нушаланнă пулин те, çĕр çула яхăн пурăннишĕн савăнатăп. Унăн ырă сăнарĕ яланах манăн асра çеç мар, мăнуксен асĕнче юласса шанатăп».

Юнкăри вăтам шкула ĕçлеме килсен  ăна часах директорăн вĕрентÿпе воспитани ĕçне ертсе пыракан пулма шанаççĕ. Хастар чунлă вĕрентекен хăйĕн ĕçне пĕлсе туса пырать. Вĕрентес опычĕ те вăй илсе, хуллен пухăнма пуçланă. Пĕлĕвне ÿстерес тесе тĕрлĕрен методика пособийĕсем çырăнса илет. Шупашкарти учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра та хăйĕн опытне пуянлатать. Александра Ивановнăна пултарулăхĕ пысăккине кура час-часах практикантсене хăйĕн ĕçри паха опычĕпе паллаштарма ыйтаççĕ. Николаева А.И. хăй ĕçне пĕлсе туса пынă. Ĕçтешĕсемпе  темле хăйне евĕрлĕ ăсталăхпа калаçма пĕлнĕ. Урок ăнăçлах пулсах çитеймесен те ăна вăл çын умĕнче каласа кÿрентермен. Иккĕш анчах чух ăнлантарма тăрăшнă. Ун çинчен пĕрле ĕçлекен юлташĕсем ырăпа кăна асăнаççĕ. Вăл вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă çĕршер ача ăна паянхи кун та тав сăмахĕ калать. Пултаруллă вĕрентекенĕн çулĕпе каякансем йышлă пулнă. Паянхи кун Юнкă шкулĕнче ĕçлекен 19 вĕрентекене (Михалкина И.Г., Яндушкина Е.Г., Салдакеева Т.В., Ермаков Н.В., Огадярова М.П., Столярова Л.Г., Перова О.В. тата ыттисем те) вăл вĕрентсе кăларнă. Унăн паха опытне асра тытса ачасене тĕрĕс воспитании парас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.  

Ялти вĕрентекен çуллахи отпуск вăхăтĕнче колхозра ырми-канми тăрăшнă. Вĕсене уттине те çултарнă, улăм урисем те тутарнă, çумне те çумлаттарнă. Çав вăхăтрах вĕрентекенсем пропоганда ĕçне те туса пынă. Николаева Александра Ивановна та çуллахи кунсенче пĕр ĕçрен те юлман.

Тĕлĕнмелле шалтан тапса тăракан иксĕлми энергиллĕ вĕрентекен çын хушшинче хăйне тытма пĕлнипе те ыттисенчен уйрăлса тăнă. Тен, çавăншăнах ăна районти халăх сучĕн заседательне суйлаççĕ. 20 çул ытла нумай çын шăпине тĕрĕс татса парса çак çын пурнăçăн чăн сукмакĕнчен пăранса ан кайтăр тесе тăрăшнă. Уншăн тав сăмахĕ калакансем те сахалах пулман.

Хисеп хучĕсемпе тĕрлĕрен наградăсем унăн чылай. 1978 çулта ăна «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ » награда парса хавхалантараççĕ.

Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитании парассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн Николаева Александра Ивановнăна 1983 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ятне параççĕ. Çак ят ăна тивĕç пулни паянхи кун та курăнать. Ăна хăй вĕрентсе кăларнă вĕренекенсем час-часах тĕл пулусене чĕнеççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ. 1979 султа  Юнкăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Яндушкина Е.Г., Николаева А.И.-ăн вĕренекенĕ çакăн пек ырă самахсем калать: «Пирĕншĕн унăн сехечĕсем пурнăç урокĕсем пулнă. Кирек епле ыйтупа та канашлама май пурччĕ унпа. Вĕренекенсем умĕнче хăйне мăнна хумастчĕ, хăйне вĕсемпе тан тытатчĕ. Унăн урокĕсем чĕрĕ иртетчĕç. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе килетчĕ. Уроксене çав вăхăтри пурнăçпа сыхăнтарма тăрăшатчĕ,ыра теслехсем илсе кăтартатчĕ. сав вăхатрах çирĕп ыйтатчĕ.»

40 çул ытла шкул ачисене тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшнă Николаева Александра Ивановна. Общесвăлла ĕçсене те яланах чунпа парăнса пурнăçлать, çамрăксемпе тата йывăр çемьесемпе усăллă калаçусем ирттерет. Нумай çул хушши хĕрарăмсен  тата ветерансен канашĕнче тăрать.

           Александра Ивановна паянхи кун та Юнкăри вăтам шкулта кĕтнĕ хăнасенчен пĕри. Вăл ачасем умне тухса калаçмасăр шкулта  пĕр мероприяти те иртмест. Унан вĕренме чĕнекен йыхравлă сасси ачасен кĕтнĕ гимнĕ.

«Ырă çынна ял савать»,- тенĕ ваттисем. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те алă усса лармасть хисеплĕ вĕрентекен. Александра Ивановна ялти хисепле çынсенчен пĕри шутланса тăрать. Çавăнпах пулĕ ял халăхĕ Улăх ялĕн старости пулса ĕçлеме шанать. Кунта та хăй пултаруллă ертÿçе пулма пултарнине кăтартать. Район тата ял администраци тĕрлĕ хисеп хучĕсем  парса хавхалантарать.

Николаева А.И. Республика шайĕнчи хисеплĕ хĕр арăмсенчен пĕри. Д.Е.Егоров 2004 çулта «Женщины - матери  земли Чувашской» кенекен 4 пуххине пичетлесе кăларать. Çав кĕнекен 217 страницинче Николаева А.И. çинчен çырнă йĕркесе тупса вулама та пулать.

     Николаева А.И. ялта ирттерекен пур уява та ырă сунса чĕнеççĕ. Шкул 110 çул çитнине халалласа ирттерекен уявра та хисеплĕ хăна пулса сăмах каларĕ.  Юнкă шкулĕн историпе, пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсене аса илчĕ.

Сăн-питре ватлăх хуçалансан та чунĕпе çамрăк хисеплĕ вĕрентекен. Тĕлĕнмелле пур енлĕ талантлă, нихçан сÿнми вăй-хăватлă Александра Ивановна  пирĕн тăрăхра çуралса ÿснишĕн эпĕ савăнатăп. Унăн  умĕнче пуç таятăп.

 

Шандимирова Н.В., чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика