Геннадий Анатольевич Дегтярев
1960 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Ахманэ ялĕнче çуралнă. Москакасси тата Калайкасси шкулĕсем хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче тата Санкт-Петербург университечĕн хĕвелтухăç факультетĕнче вĕреннĕ.
1982-1986 çулсенче ЛГУри тĕрĕк чĕлхисен кафедринче стажер-тĕпчевçĕ пулса ĕçленĕ. Аспирантурăра пĕлĕвне ÿстернĕ.
1987 çултанпа –Чăваш патшалăх гуманитарин ăслăлăхĕсен институчĕн аслă наука сотрудникĕ.
1988 çул пуçламăшĕнче вăл Мускавра СССР Аслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче «Чăваш чĕлхинчи çĕрĕç лексики» темăна диссертаци хÿтĕленĕ. Филологи наукисен кандидачĕ ятне илнĕ.
1990 - мĕш çулсен пуçламăшĕнче Г.А.Дегтярев Чăваш Республикин чĕлхе саккунне пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнчĕ. Педагогика университечĕн тата ял - хуçалăх академийĕн тĕрлĕ факультечĕсенче, Министрсен Канашĕн аппаратĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.
1995 султанпа Г.А.Дегтярев Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче терминологипе пуплев культурин лабораторине ертсе пырать, чăвашла терминсен пĕрлĕлĕхĕсене йĕркелес тĕлĕшпе тăрăшать.
Г.А.Дегтярев çырнă кĕнекесем:
1. Андрей Петокки (поэт кун-çулĕпе пултарулăхне çенĕлле ăнланни) Г.А.Дегтярев пухса хатĕрленĕ.- Шупашкар.: ЧПГĂИ, 2005.-244с.
2. Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ: Икĕ томлă.1 том. Шупашкар: ЧПГĂИ, 2003.-228с.
3. Чувашская народная ботаническая терминология. Чебоксары: ЧГИГН, 2002.-140с.
4. Чувашско-турецко-русский разговорник.- Чебоксары: Чувашкнигоиздат,1966.-189с.
5. Изучаем чувашский язык. - Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1995.-127с.
6. Халăх эткерĕ: упраса аталантарас ыйтусем. 1996ç.
Г.А. Дегтярев музыка, хореографи, орнитологи, психиатри терминĕсен пуххисене пичетлесе кăларнă.