Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Любимова Любовь Матвеевна

Любимова Любовь Матвеевна (Петухова)

 

       Муркаш районĕнчи Ивановка ялĕнче çуралса ÿснĕ маттур та кăмăллă хĕр – пике Москакассинчи вăтам пĕлÿллĕ шкул сакки хыççăн пурнăç сакки çине çирĕппĕн, чăн – чăн чăвашла хастар ăс – тăнпа, çутçанталăк – Турă панă хевтеллĕ, хавхаллă хастарлăхпа вырнаçса тымар янă. Шупашкарти чылай учрежденисенче сăпайлăн, тăрăшса ĕçленĕ вăхăтрах Люба хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Чăваш, вырăс тата ют тĕнче çыравçисен сăвви – калавне вуланă – тĕпченĕçемĕн унăн чунĕнче пĕрремĕш йĕркесем шăраннă. Чылай вăхăт хăйĕн пултаруăхне никама та кăтартман вăл. Вăтаннă. Çырнине пуçтарса пынă. Хушăран – хушă çеç хăйĕн юлташĕсене вулакаласа парса йăпаннă.

      Любовь Любимова çырнă чылай калавсенчен пĕри («Ултав») («Пике» журналта 1993 çулта кун – çути курчĕ. Çак калавшăн пултаруллă çыравçă «Пике» журналăн Эмине ячĕллĕ литература премине тивĕçрĕ. Халĕ унăн калавĕсемпе тĕрленчĕкĕсене, очеркĕсемпе сăввисене республикăра тухса тăракан ытти хаçат – журналсенче те тупса вулама май пур.

      Любовь Матвеевна хăй пекех хастар йыш ÿстерет. Вăл пилĕк ача амăшĕ. Ачисем те унăн ĕçчен, пысăк тавракурăмлă. Мăшăрĕпе пĕрле вĕсене чăн – чăн этем туса ÿстерессишĕн ырми – канми тăрăшать.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика