Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Соловьева Раиса Алексеевна

Соловьева Раиса Алексеевна

(Бирюкова)

 

        Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Вăрманкас Хачăк ялĕнчи 1955 çулта çуралнă. Сакăр класс Москакасси шкулĕнче вĕреннĕ, вăтам шкул Муркашра пĕтернĕ. Шупашкарти строительсен техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн «Чувашсельхозпроектпа» «Саратовпроектра» техник – строительте, трактор тăвакан заводра ăшăпа шыв парса тăракан цехра мастерта ĕçленĕ. Пĕр хушă Воркута хулинче стройкăра штукатур – маляр, прораб пулса вăй хунă. Халĕ Раиса Соловьева (Бирюкова) Муркаш районĕнчи Ивановка ялĕнче пурăнать.

        Авторăн малтанхи сăввисем Муркаш районĕнче тухса тăракан «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра, «Пике», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ.

      Раиса Соловьевăн «Чĕр сывлăм сиплĕхĕ» ятлă кĕнеки 2006 çулта кун çути курнă.

     Унăн сăввисем – çутă, ăслă, чĕререн тухнă лирика, хайлавĕсем вулакан туйăмне хавхалантараççĕ, пăлхантараççĕ, ăна шухăша яраççĕ. Авторăн темиçе йĕркине вуласанах нумай япала çинчен пĕлме пулать. Лирикăлла герой – паянхи кăткăс вăхăтăн сăнарĕ. Чĕр сывлăм сиплĕхĕ – сăнарлă поэзии сиплĕхĕ. Кĕнекене кĕнĕ сăвăсене вуласан çакна тарăннăн туйса илетĕн.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика