Матросова Маргарита Гурьевна
1958 – мĕш çулхи çу уйăхĕн 20 – мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Оринин ялĕнче çуралнă. 1975 çулта алла аттестат илсен, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен диплома алла илсен, Вăрмар районĕнчи Кавал шкулĕнче ĕçленĕ.
1985 – мĕш çулхи пуш уйăхĕн 1 - мĕшĕнче Москакассинчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Чи малтанах кун йĕркипе ĕçлекен группа ертÿçи, 1989 – мĕш çулта пĕтĕмĕшле уроксем çине куçнă.
Маргарита Гурьевна ĕçне ĕçтешсем, унăн вĕренекенĕсем хаклама пултараççĕ. Унăн Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен списокĕпе, мухтав хучĕсемпе республикăри, районти çитĕнĕвĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр.
Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра Андреева Таня – 2007 ç., Андреева Т., Кондукторова Е., - 2008 ç. çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
Республикăра ирттернĕ вĕренекенсен пултарулăх конференции фестивалĕнче (2007 ç.) «Тăван ен историйĕ» номинацире Парандеев Дмитрий – 1-мĕш вырăн, «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» ятпа ирттернĕ олимпиадăра (2008 ç.) – Иванов Александр – 1- мĕш вырăн.
Ресрубликăра «Çеçпĕл çеçкисем» конкурсра (2007 ç.) 3 - мĕш вырăн,
2008 ç. – 1 – мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Çавăн пекех республика шайĕнче «Янăра, тăван чăваш чĕлхи!» фестивале хутшăнса Хисеп хучĕпе хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç – Сидорова Наталья, (2007 ç.)
Районти чăваш чĕлхипе литератури олимпиадисенче унăн вĕренекенĕсем яланах чи лайăххисем хушшинче пулнă. Унсăр пуçне Маргарита Гурьевна 2003 ç. иртнĕ «Чăваш чĕлхи чи лайăх кабинечĕ» - конкурсра – 3 –мĕш вырăна тивĕçнĕ.
2003 ç. районти вĕрентекенсем хушшинче йĕркеленĕ «Никольский пултарулăхĕ» ятлă сценарисен конкурсĕнче 1 – мĕш вырăнта пулнă.
Маргарита Гурьевна тăрăшнипе А.Т. Петтоки поэт – фронтовика чысласа нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Москакасси шкулĕнче юбиляра халалласа республика шайĕнче хăнасене кĕтсе илнĕ, Шупашкарти чăваш литература музейĕнче, Чăваш патшалăх гуманитари Ăслăлăх институтĕнче А.Петтоки çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалласа литература каçĕсем ирттернĕ, вĕсен ĕçĕсене радиопа та, телевизорпа та кăтартнă.
«Халăх шкулĕ» журналта «Компьютер чăвашла вĕрентет» ятлă статйи пичетленнĕ, çавăн пекех тепĕр пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç вăл – тăван ялăм çинчен аса илнисем, очерксен сборникĕ «Оринино: дорогие сердцу имена и образы» (2007 ç.) ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă, (2008 ç.) вара – «Вернулся на Родину» ятлă тепĕр кĕнеки кун çути курнă.