Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Октябрĕн 1-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ

     Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи октябрĕн 1-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ тесе паллă тума сĕннĕ. Унăн тĕллевĕ – правительство тата общество вырăнти ведомствăсемпе ĕç тăвакан органсем ватă çынсене ытларах тимлĕх уйăрччăр, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшчăр тесе аса илтересси.

     Пирĕн çĕршывра  ватă çынсен кунне 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн  Президиумĕ çакăн пирки 1992 çулхи çĕртме уйăхĕнче ятарлă йышăну йышăннă.

     Аслă ăрăвăн обществăри, экономикăри ăс-тăнпа нравственноç тĕлĕшĕнчи, пурнăçри вырăнĕ çав тери пысăк. Аслă ăру çыннисем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, çамрăксене патриотизмла воспитании парас енĕпе те нумай тимлеççĕ,тĕрлĕ тĕлпулусене хутшăнаççĕ.

      Ватă çынсен шăпи никама та хумхантармасăр тăма пултараймасть. Вĕсене тивĕçлĕ пурнăç туса парассишĕн республикăра, район шайĕнче сахал маар ĕçсем туса ирттереççĕ. Çак кун умĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн тата ял администрацийĕсен ĕçченĕсем пĕрле ватă çынсем патĕнче пулса вĕсен пурнăçĕпе, йăла условийĕсемпе, пурăнмалли çуртсене хĕле епле хатĕрленнипе, пахча çимĕç янтăланипе кăсăкланнаççĕ, хуçалăхсемпе предприятийĕсен ертÿçисен хăсен коллективĕсенче вуншар çулсем хушши  ĕçленĕ ватăсене чыслаççĕ, Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти  пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхм униципаллă предприятийĕсем ватă çынсене тÿллевсĕр  мунча кĕртеççĕ, çУр хакпа çÿç касса яраççĕ, тата ытти те.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика