«Пирěн ентеш – писатель патриот В.Т. Ржанов» 100 çул çитнě май.
Василий Тимофеевич Ржанов 1915 мĕш çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхепе çамрăклăхĕ унăн тăван ялĕнче, Чăваш республикин Муркаш районе кĕрекен Вăрманкас Шашкарта иртнĕ. Вăл вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йăхĕнчен пулнă: унăн амăшĕ 99 çул, аслашшĕ 103 çул пурăннă. 8 ача пулнă вĕсен çемьинче. Василий пиллĕкмĕш ача пулнă. Егор пиччĕшĕ тăрăшнипе пулас драматург шкула каичченех вулама çырма вĕренет.
Ялта пуçламăш шкул уçăлать. Ваçли пионера кĕреть. Кĕçĕх вăл – стена хаçачĕн редакторĕ. Хаçатра вĕсем пионер отрячĕн ĕçĕсем çинчен çинчен çыраççĕ, ялти элĕкçĕсем, наян çынсене тăрăхласа кулаççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ Ржановăн халăх ĕçнĕ хастаррăн хутшăнасси.
Вунвиççĕре чух Василий Ржанов аслашшĕ каласа панисене тĕпе хурса икĕ пĕчĕк пьеса «Кĕтерука вăрлани», «Куланай» - çырать.
1931 – мĕш çулсенче Ржанов Каршлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче вĕренет. Кунта çамрăксене тĕрлĕ ĕçе верентнĕ: хуçалăхра илемлĕ сад, опыт тумалли пахча, пыл хурт утарĕ,ăратлă вылăх фермисем, столяр мастерскойĕ, тимĕрçе лаççи пулнă. Çак çулсенчех вăл комсомола кĕрет.
Шкултан вĕренсе тухсан Василий Тимофеевич тăван ялĕнче – Вăрманкасра ĕçлесе пурăннă, çав хушăрах «Красная Чувашия» тата Мускавра тухса тăнă «Крестьянская газета» хаçатсен корреспонденчĕ пулса чылай вăй хурать.
Василий Тимофеевич Ржанов Республика халăх пултарулăх çурчĕн директорĕнче, Искусство ĕçĕсен управленийĕн начальникĕнче нумай çул хушши тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Александр Николаевич Островский ячĕпе хисепленекен театр институтĕнче тата Горький ячĕпе хисепленекен литература институтĕнче вĕренет. Пур вырăнта та вăл чунне парса тăрăшнă.
1941 çулхи июнĕн 22 – мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Василий Тимофеевич тăван çĕршыва хӱтĕлеме тухса каять. Унта вăл дивизи хаçачĕн кореспонденчĕ, унтан – полк агитаторĕ. Нумай курма, тӱсме тивнĕ хăрушă вăрçăра. Паттăр çапăçнăшăн ăна Хĕрлĕ ялав , Хĕрлĕ çăлтăр орденĕсемпе наградăлаççĕ.
Вăрçă пĕтсен те вăл искусство ĕçне пăрахмасть, театр ĕçне хутшăнать. «Энтип» драма çырать; çав вăхăтрах вăл очерксем, критикăллă статьясем, фельетонсем çырать/
1955-1961 - мĕш çулсенче В.Т. Ржанов Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕнче ĕçлет. Ку вăхăтра кĕслеçĕсен ансамблĕ, халăх инструменчĕсен оркестрĕ, ташă ансамблĕ йĕркелеççĕ. Çулсерен ĕçпĕ юрă уявĕ, час – часах çамрăксен фестивалĕ, пултарулăх смотрĕ иртереççĕ. Ялти кружоксем валли «Чаршав уçăлсан» пьеса, «Поет Чувашский народ» кĕнеке тухать.
Василий Тимофеевич Ржановăн паллă произведенийĕсем «Энтип» драма, «Мистер Кент шикленет», «Автан та ахаль авăтмасть», «Ял кулли», «Муççа Хĕветĕрĕ хĕр парать» сатирăллă комедисем, «Полк ялавĕ», «Сĕм вăрмантан» пьесăсем.
Вăрçă вăхăтĕнче Василий Тимофеевич яланах хаяр тытăçусем иртекен вырăнта пулнă, вăрçă нуши витĕр тухнă. Хăйĕн асаилĕвĕсене вăл «Своими глазами» кĕнекинче çырса кăтартнă.
Вăл пысăк авторитетлă çын пулнине çакă та çирĕплетсе парать: Ржанов Республикăра миршĕн кĕрешес юхăма йĕркелесе, ертсе пыраканĕсенчен пĕри; вăл мире хӱтĕлекен Чăваш комитечĕн ответлă секретарĕ пулнă. 1973 мĕш çулта вăл Пĕтĕм тĕнчери мире хӱтĕлекенсен конгрессне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Унта ăна «Миршĕн кĕрешекен» ятлă ылтăн медальпе, Пĕтĕм Тĕнчери Мир Совечĕ кĕмĕл медальпе наградăланă.
Василий Тимофеевич Ржанов пирĕн тăрăхран, вăл çак ялта çуралса çитĕнни пире савăнтарать,çĕклентерет. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр. Василий Тимофеевич Ржановăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра пулĕ.
Шашкар ял библиотеки. 2015çул.