Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!
Сире çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.
Çуркунне пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра паллă тăватпăр çак уява. Çĕр çинчи мĕнпур ырлăхпа илем, паянхи пурнăç, пуласлăх, хисеплĕ аннесемпе асаннесем, юратнă мăшăрсем, аппасемпе йăмăксем, йăлтах сирĕнпе çыхăннă.
Эсир ачăрсене кунçул парнелетĕр, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстерессишĕн ырми-канми тимлетĕр. Сирĕн ырă кăмăлăрпа ăшă куллăр, ăнланма-каçарма пĕлни, шухăшпа та, ĕçпе те яланах ывăл-хĕрĕрсемпе пулни вĕсене пурнăçра пулăшса пырать. Хисеплĕ те юратнă хĕрарăмсем, сирĕн иксĕлми çепĕçлĕхĕрпе ачашлăхăр пире вăй-хал парать, ĕçре ăнăçусем тума хавхалантарать.
Эсир çемье, кил-çурт ăшши пулса тăратăр. Çывăх çыннăрсен хуйхи-суйхине хăвăр витĕр кăларса, вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшатăр. Мĕн чухлĕ иксĕлми вăй-хал тапса тăрать тата сирĕнте. Кирек хăш отрасльте тăрăшсан та ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăратăр, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăватăр.
Тавах сире çакăншăн. Пĕтĕм чунтан сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп.
Сирĕн сăн-питĕрте яланах йăл кулă çиçтĕр.
Ачăрсем савăнтарса çеç тăччăр.
Çемьере тулăх пурнăç пултăр, юратупа килĕшÿ пĕрре те ан чактăр.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов