ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Полевосундырского сельского поселения Г.Е.Ефремова с наступающим Новым годом и Рождеством Христовым!

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕ ячĕпе чунтан саламланине йышăнсамăр!

Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, йăлана кĕнĕ тăрăх, иртсе каякан çула пĕтĕмлететпĕр, çитĕнÿсене тата ăнăçусене аса илетпĕр. Ачаранпах эпир ăна асамлăха ĕненнипе, шухăшланă ĕмĕтсем чăннипе те пурнăçа кĕрессипе çыхăнтаратпăр. Çĕнĕ çултан пирĕнтен кашнин пурнăçĕнче çĕнĕ, таса страницă уçăлать. Вăл мĕнле пуласси, мĕнле пулăмсемпе тата ĕç-хĕлпе пуянланасси пирĕнтен килет.

Пирĕн пĕрлехи вăйпа 2016 çулта ял тăрăхĕчи ялсем татах та тасарах, хитререх пуласса эпир шанса тăратпăр. Сирĕн çуртăрсенче хăтлăх, чунра лăпкăлăх хуçалантăр, уяв кăмăлĕ вара çулталăк тăршшĕпех ан çухалтăр.

Çĕнĕ çул ячĕпе сире! Телейлĕ пулăр!

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика