ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы сельского поселения Г.Ефремова с Днем Учителя

Хисеплĕ учительсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем,  воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те професси уявĕ - Учительсен кунĕ ячĕпе чун- чĕререн саламлатăп.

Çăмăл мар, анчах сумлă  та пархатарлă сирĕн ĕç. Район, республика, Раççей пуласлăхĕ мĕнле килесси йăлтах сирĕнпе, сирĕн ĕçĕрпе çыхăннă. Эсир çакна чун-чĕререн ăнланса ĕçлетĕр,  ачасене тарăн пĕлÿ пама, вĕсем пурнăçра хăйсем вырăнне тупма пултăрччăр тесе тăрăшатăр. Паянхи çамрăксем кирек епле лару-тăрура та чыса çухатман, нимĕнле йывăрлăха парăнман, чăн-чăн çынсем пулса усчĕр тесе тиметĕр. Тавах сире çакăшнăн.Эсир пурнăç уттинчен те юлмастăр. Вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ технологие çирĕппĕн кĕртсе пыратăр. Хăвăрăн пултарулăха та ÿстерсех пыратăр эсир. Малашне те пултарулăхпа пуçарулăх пĕрре те ан иксĕлтĕр сирĕнте.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатăп. Ачасемшĕн эсир яланах юратнă учитель пулса юлăр. Хăвăрта та чун ăшши пĕрре те ан иксĕлтĕр. Хăвăр вĕрентекен кашни ача валли çиттĕр вăл. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе, шухăшлани пурнăçланса пытăр. Умри çулăр яланах уçăлса пытăр.

 

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика