ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы Полевосундырского сельского поселения Г.Ефремова с Международным днем пожилых людей

Хисеплĕ ватăсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем!

Сире çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

 Çăмăл килмерĕ сирĕн пурнăçăр. Сирĕнтен чылайăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми- канми вăй хунă ватă çынсем, ир пуçласа сĕм çĕрлеччен аслисемпе  тан ĕçленĕ, мĕн пĕчĕкрен вăрçă асапне хăйсем çинче чăтса ирттернĕ «вăрçă ачисем» те сахал мар сирĕн хушăра. Кайран та канăç мĕнне курман эсир. Халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн тимленĕ. Сирĕн паттăрлăхăра, пархатарлă ĕçĕре пула ĕнтĕ паян эпир çакăн пек мирлĕ ĕçре вăй хуратпăр. Тавах сире пире телейлĕ пурнăç парнеленĕшĕн. Сирĕн пуян опытăра, эсир вĕрентнине эпир яланах асра тытатпăр. Вĕсем пире ĕçре пулăшса пыраççĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, эпир те малалла çирĕп утăмсемпе утма  тăрăшатпăр.

Паян та эсир район пурнăçĕпе кăсăклансах тăратăр, унăн пуласлăхĕшĕн çунатăр, мĕнпур кăмăлтан районта иртекен мероприятисене, тăван тавралăха илем кÿрес тата ытти ĕçсене хутшăнатăр.    Ачасемпе çамрăксемшĕн  ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тата нумай çул çапла пире савăнтарса пурăнăр.

   Хаклă ватăсем! Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм пултăр. Ватлăхăр канлĕ килтĕр, çывăх çыннăрсен ăшшине туйса, тата нумай-нумай çул пурăнмалла пултăр.

 Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика