Часах Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи 5 ялтан 484 çын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен 234-шĕ ирсĕр тăшманпа çапăçса вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Вĕсен ячĕпе Аслă Çĕрпÿел тата Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕсен масарĕсем çине 1967 çулта палăк лартнă. Ял администрацийĕ кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн юсав ĕçĕсем туса ирттерет, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкул ачисем палăк йĕри-тавра тирпейлесе пăхса тăраççĕ, чечексем лартаççĕ.
50 çула яхăн ларакан палăк унтанпа чылаях кивелчĕ. Ăна тĕпрен юсама вăхăт çитрĕ. Çак ыйтăва ял администрацийĕ пĕрре кăна мар пухусенче хускатрĕ, ырă çынсенчен пулăшу ыйтрĕ.
Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан строительство фирмин ертÿçи Дмитрий Афанасьевич Любимов, вырăнти ялхуçалăх предприятийĕн ертÿçи Евгений Николаевич Рябчиков палăка тĕпрен юсаса çĕнетме, масар картине улăштарма, палăк патне пыракан çула плита сарма , пĕтĕм тăкака хăй çине илме шантарчĕç.
Апрелĕн 28-мĕшĕнче çумăрлă çанталăка пăхмасăр строительсен бригади ĕçе пикенчĕ. Пĕр ушкăнĕ палăк умĕнчи картана çĕннипе улăштарчĕ. Теприсем палăк йĕри-таврашне сăн кĕртме, тирпейлеме пуçларĕç. Ильин Вячеслав, Зимцов Борис, Зимцов Юрий, Зимцов Валерий, Акчурин Валерий, Северова Валентина, Скворцова Елена, Александрова Марина, Артемьева Зоя, Любимов Василий, Пушкин Борис тата ыттисем те хастар хутшăнаççĕ çак пархатарлă ĕçе, вĕсене Зайцев Василий тата Рябчиков Александр ăнăçлă ертсе пыраççĕ.
«Паянхи пек ĕçлесен, тепĕр 5-6 кунран, Çĕнтерÿ кунĕччен палăртнă ĕçсене вĕçлесшĕн, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине тивĕçлипе палăк умĕнче пĕтĕм ял-йышпа кĕтсе илесшĕн», - теççĕ ĕçлекенсем.