Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

История с. Новое Чурашево

Кашни ял вăл хăй уйрăм ҫĕршыв? Кашни ҫĕршывăн вара хăйĕн пурнăҫĕ: йăли-йĕрки: юрри-ташши: калаҫăвĕ: ĕҫĕ-хĕлĕ? Пур ҫыншăн та хăй ҫуралса ӳснĕ вырăн паха та ырă? Хăй тăрăхне юратакан чăннипех те телейлĕ ҫын? Хăв пурăнакан вырăн историне пĕлни вара темрен те паха?

Паянхи пысăк ялăн: Пучинкен: кун-ҫулĕ те вăрăм?   

Ял пуҫланса кайнин ҫулне тупса палăртас тата ял историне тĕпчес тĕллевпе Владимир Ивановичпа Дмитрий Владимирович Ильинсем «Тăван ялăн историйĕ»: «Пучинке чиркĕвĕн историйĕ»: ял тăрăхĕнчи ăруран ăрăва куҫса пынă астăвăм вырăнсене упраса хăварас тесе Сергеев Николай Сергеевич кунтах тĕпленсе пурăнакан тата ялтан тухса кайнă ял ҫыннисем ҫинчен материалсем пуҫтарать? Эпĕ хам: Михайлова Елизавета Михайловна: Пучинке ялĕн топонимикине: шкул аталанăвĕпе ҫитĕнĕвне кăтартакан тĕпчев ĕҫĕсем пуҫтарнă?

Архиври документсем тăрăх Чăваш ҫĕршывне Вырăс империйĕ шутне кĕртсен икĕ Кĕпернене пайланă: пĕри 1708 ҫултан пуҫласа 1920 ҫулччен Хусан кĕпернийĕ: тепри 1796 ҫултан пуҫласа 1924 ҫулччен Чĕмпĕр кĕпернийĕ шутланнă?

Хусан кĕпернинчи Ҫĕрпӳ уездне Хурамал вулăсне кĕриччен: 1781 ҫулччен: пирĕн ял Сĕве уесĕнчи: хальхи Елчĕк районне кĕрекен: Эйпеҫ вулăсĕнче шутланса тăнă?

   Чурашево ял ячĕ Раҫҫейре татах та тĕл пулать? Пушкăрт республикинче 2 хут: Тутар Республикинче 1 хут? Чăваш республикин картти ҫинче Чурашево тăватă хут тĕл пулать: Первое Чурашево-Урхас Кушкă (Сĕнтĕрвăрри районĕ): Новое Чурашево-Пучинке (Йĕпреҫ районĕ): Большое Чурашево-Мăн Чураш: Малое Чурашево-Кĕҫĕн Чураш (Етĕрне районĕ)?

      Пучинке ялĕ пирки В.Д. Димитриев профессор хăй кĕнекинче ҫапла ҫырса кăтартать «??? 18 ĕмĕр пуҫламăшĕнчи перепиҫ кĕнекисенче «Починок» Село Новое Чурашево (Пучинке) Починок Чурашево Камаево поле? Новое Чурашево-Пучинке ялне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Первое Чурашево-Урхас Кушкă ялĕнчен куҫса килнĕ ҫынсем пуҫарнă: каярахпа Пучинкесем уйрăлса тухса Ҫирĕклĕ ялне йĕркеленĕ»?

      Хальхи Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш ялĕнче пурăнакансем хăйсен йăх-несĕлĕ пирки тапратсан «Эпир Кушлавăш тăрăхĕнчи Пучинке ҫыннисем»: теҫҫĕ?

Пучинке ялĕ пирки В.А.Нестеров тĕпчевҫĕ те «Над картой Чувашии» кĕнекере ҫав шухăшах ҫирĕплетет? Вăл ҫапла ҫырать; «Вырăсла Починок (чăвашла-Пучинке) Новое Чурашево Атăл тăрăхĕнчен куҫса килнĕ»?

   18-мĕш ĕмĕр пуҫламăшĕнчи перепиҫ кĕнекинче «Починок Камай уйĕнчи ҫăл патĕнче вырнаҫнă»: яла пуҫаракансем Тăвай районĕнчен пулнă тесе ҫырни те тĕл пулать?

Починок вырăс сăмахĕ: ҫĕнĕрен ҫĕкленнĕ ял пĕлтерĕшпе куҫать? Анчах та ял историне тĕплĕн тĕпчемен: ыйтăва уҫăмлăн татса паман-ха?

Владимир Иванович тупса тĕпченĕ архив докуменчĕсемпе карттисем тăрăх 1562-1563-мĕш ҫулсенче Чураш Атяков хăйĕн ҫĕрне Янчур Козялина сутни паллă? Чураш Козялинран ҫав ҫĕршĕн пĕр ĕнепе пăру илнĕ? Козалей тутар ячĕ: чăвашла каланă чухне вăл Каҫал евĕр илтĕнет? Хальхи Комсомольски тата Малые Кашалеи салисене чăвашла куҫарсан Аслă Каҫал тата Кĕҫĕн Каҫал тухать?

Пирĕн ялăн малтанхи ячĕ Починок Чурашево Камаево поле пулнă? Камай уйĕ документсене тĕпчесен тутар чĕлхинчи Кама Ай чăвашла Хум уйĕ пĕлтерĕшпе тӳр килнине палăртма пулать? Ку документра ҫĕр чиккисене палăртнă: юхан шыв: ял: ҫын ячĕсем пирĕн тăрăхпа тӳр килеҫҫĕ?

      16-18-мĕш ĕмĕрсенче чăваш ялĕсем пысăках пулман: ҫавăнпа та пирĕн ял пĕрлешиччен кунта куҫса килнĕ ҫынсем тĕрлĕ вырăнтан пулма пултарнă?

Архив докуменчĕсене тĕпе хурсан пирĕн ял 1563 ҫулсенелле пуҫланнă теме май пур? Ҫак датăна илес пулсан пирĕн ял – 455 ҫулта?  

Ял пуҫарса яракансем Сехнер юхан шывĕ хĕррине килсе кил-ҫурт ҫавăрнă? Пурăнасса пĕчĕк хура пӳртсенче пурăннă? Урамсем ярт тӳрĕ ларман: вĕсем пĕчĕк тăваткал йăвасенчен тăнă? Уйрăм йăвисене касă: тӳпе: кӳршĕ тенĕ? Пĕчĕкрех йăвисем 2-3: пысăкраххисем 20-30-шар хуҫалăхран тăнă? Каярах сарăлнă урамсене тӳрĕ лартнă? 18-ĕмĕр варринче ялăн пĕр пайĕ Анаткас-Нижний Околодок ҫеҫ пулнă? Каярахпа ҫӳл енче те Ҫĕнкасра хуҫалăхсем ҫĕкленме пуҫлаҫҫĕ? 1750-60-мĕш ҫулсенче кунта пĕр урам: хальхи Канаш урамĕ: пулнă? 1859-мĕш ҫулта 22 йăвара 269 хуҫалăх пулнă? 1909-мĕш ҫул тĕлне хуҫалăх шучĕ 351 ҫитнĕ? Ытти чăвашялĕсенчи пекех кăткăс урамсемпе тăкăрлăксенеXIXĕмĕрвĕçĕнче тӱрлетнĕ: картишсенепĕчĕклетнĕ? Урам ячĕсем халăх йышăннă ятсем (Аялти: Варринчи: Аслă: Сехнер: Тăм пусси: Хура ҫырма: Ҫĕн каҫ урамĕсем) пулнă: XXĕмĕрĕн 70-мĕшçулĕсенченпуçласавĕсенхутçинче çирĕплетнĕ официаллă ячĕсем пур?

Пучинке чиркĕвĕн пĕрремĕш священникĕ: Львов Григорий Иванович: 1872-мĕш ҫулта ял ҫыннисем хура пӳртсенче ҫеҫ пурăннине: кăмакаллă шурă пӳрт пĕрре те пулманнине ҫырса хăварнă? 1875-мĕш ҫулччен пирĕн ял ҫыннисем чăваш тĕнĕн йăли-йĕркине тытса пынă? Киремете пуҫ ҫапнă: тĕрлĕ чӳксем ирттернĕ?

1872-мĕш ҫулта ялта пĕчĕк чиркӳ: кайран халăхран укҫа пуҫтарса 1875-мĕш ҫулта ун ҫумне хушса пысăк чиркӳ туса пĕтернĕ? Чи малтан чиркӳ тата чиркӳ ҫумĕнчи училищĕне тума хутла пĕлнĕ: тулӑхпурнӑҫпапурӑнакан Богатов Клементий Кузьмич укҫа куҫарса панă? Святой Троица чиркĕвне 1935-мĕш ҫулта хупнă?

1875-мĕш ҫулта земство училищине уҫнă: унта хĕр ачасен тата арҫын ачасен класĕсем пулнă? 1895-мĕш ҫул тĕлне училищĕре 50 ача вĕреннĕ? 1904-мĕш ҫулта ялта чиркӳ ҫумĕнчи прихут шкулĕнче тата земство училищинче пурĕ 70 ача пулнă?

19-мĕш ĕмĕр вĕҫнелле: 20-мĕш ĕмĕр пуҫламăшĕнче ялта:

2 шыв арманĕ: 7 кĕрпе тăвакан арман: 7 ҫил арманĕ: 2 тимĕрҫĕ лаҫҫи: хупах ҫурчĕ: 2 лавкка тытнă? Кашни урамра кӳршĕн-кӳршĕн пир ҫапмалли вырăн пулнă: 3 вырăнта вăйă ирттернĕ? Пасар кунĕ тунти кун пулнă: ҫулталăкра пĕрре ярмăркка иртнĕ? Ялта катка-пичке тăвакансем: тир ăстисем: кăҫат йăвалакансем: ҫĕвĕҫсем: кăмакаҫăсем: купăсҫăсем: платниксем: вĕлле тытакансем пулнă?

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика