Кировский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014 Паттăр ентеш ячĕпе - черетлĕ турнир

Пăкăянти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Афган вăрçинче пуçне хунă Александр Лебедева асăнса теннисла выляссипе район турнирĕ кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртрĕ. Чи малтан шкул ачисемпе вĕрентекенсем, Киров ял тăрăхĕн çыннисем, Пучинке, Энтриел ял тăрăхĕсенчен, Йĕпреç поселокĕнчен килнĕ хăнасем, Афган вăрçин ветеранĕсем шкулти спортзала асăну митингне пухăнчĕç. Пухăннисем умĕнче Киров ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.П.Егоров, Пăкăян шкулĕн директорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ С.Н.Васильева, Афган вăрçин ветеранĕсен Йĕпреçри уйрăмĕн пуçлăхĕ С.П.Киселев тухса калаçрĕç, шкул ачисем ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

Теннисистсен тупăшăвĕнче хĕрÿ иртрĕ. Спортсменсем пилĕк ушкăна пайланса вылярĕç. 20 çултан кĕçĕнреххисем хушшинче Пăкăян хĕрĕсем ăмăртрĕç. Мария Романова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Надежда Ягодова - иккĕмĕш вырăнта. 20 çултан иртнисем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Алёна Шибаева (Пучинке) тивĕçрĕ, 2-мĕш вырăнта - Ольга Михайлова (Пăкăян), 3-мĕш вырăнта - Татьяна Ягодова (Пăкăян).

20 çул тултарман каччăсем хушшинче Артём Арланов (Энтриел) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Андрей Иевлевпа (Пăкăян) Василий Фёдоров (Энтриел) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 20 çултан аслăраххисем хушшинче Пучинкесем маттур пулчĕç: Федор Петров çĕнтерчĕ, 2-мĕш вырăнта – Александр Краснов, 3-мĕшĕнче – Сергей Леонтьев.

Ветеран афганецсем хушшинче 1-мĕш вырăна Сергей Киселёв (Йĕпреç) çĕнтерчĕ, 2-мĕш вырăна Виталий Микишев (Кĕлĕмкасси) тухрĕ, 3-мĕшне – Валерий Петрухинпа Владимир Иванов (Йĕпреç).

Виçĕ çул каялла Пучинкери ОВОП водителĕ Фёдор Васильевич Петров А.Лебедевпа пĕр класра вĕреннисем йĕркеленĕ кубока яланлăхах тивĕçнĕччĕ. Кăçал каллех кубок яланлăхах Пучинкене кайрĕ - улттăмĕш çул ĕнтĕ пултаруллă спортсмен чемпион ятне тивĕçрĕ.

Турнир çĕнтерÿçисене медальсемпе Хисеп хучĕсем тата асăнмалăх пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.

 

Автор: Иванова А.Н., учитель чувашского языка и литературы

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика