Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Çемье – пурнăç тĕрекĕ

     Июлĕн 8-мĕшĕ Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк, Анат Тăрмăш ял халăхĕшĕн питĕ кăсăк иртрĕ. Çемье кунĕ тĕлне Н.Квасова пуян уяв программи хатĕрленĕ. Чăн малтанах нумай ачаллă çемьесем çинчен каласа пачĕ. Ильина Елена Ивановна 13 ача çуратса ура çине тăратнă. Карзакова Анисия Тимофеевна 11 ачана кун çути парнеленĕ.

     Уявăн иккĕмĕш пайĕ «Манăн анне-чи лайăххи» конкурс пулчĕ. Конкурса Данилпа Галина Егровсем, Анжелăпа Оксана Прохоровсем, Андрейпа Лилия Федоровсем, Кристинăпа Ольга Нестеровсем, Валерияпа Татьяна Ширтановсем хутшăнчĕç. Амăшĕсем ачисене юмах каласа пачĕç, ачисем вара амăшĕсене уява кайма капăр прическăсем турĕç. Пĕрле вĕсем çемье йывăççине ÿкерчĕç.

        Уяв кунĕ куракансен асĕнче те, хутшăнакансен асĕнче те юласса шанас килет.

Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика