Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Шоу-конкурс "Мини-Мисс Весна - 2017"

     Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш культура çуртĕнче «Мини-Мисс Весна - 2017» шоу-конкурс пулса иртрĕ. Сцена çине пĕрремĕш çурхи чечек пек илемлĕ те черчен пĕчĕк хĕрсем тухрĕç. Конкурс валли çичĕ тĕрлĕ ĕç хатĕрленĕ чиперуксем: «Халăх умне тухни», «Паллаштарни», «Ыйту-хурав», «Бал кĕпи», «Пуçа тăхăнмалли хатĕр», «Пултарулăх конкурсĕ», «Ташă». Сцена çинче хĕрсем хăйсене чăн-чăн модельер пекех тытрĕç. Илемлĕ утса, хитре тум тăхăнса, юрласа-ташласа савăнтарчĕç пĕчĕк хĕрупраçсем курма килнĕ халăха. Конкурссем хушшинче «Шевле» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăсем парнелерĕ.

   «Мисс Очарование» - Анастасия Карлинова, «Мисс Улыбка» - Галина Мерзлова, Мисс Симпатия – Анжела Прохорова, «Мисс Нежность» - Кристина Нестерова, «Мини-Мисс Весна - 2017» - Валерия Ширтанова – çакăн пек номинацисене тивĕçрĕç конкурса хутшăннисем. Малаллахи пурнăçра ăнăçу та телей сунса ăсатрĕ хĕрсене ертÿçĕ – Надежда Квасова.

Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика