Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.04.24 Фестиваль "Истоки вдохновения"

     Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕньял поселенийĕнче Раççейри экологи тата Чăвашьенри Аттепе анне çулталăкне халалланă «Истоки вдохновения» фестиваль иртрĕ. Концерта пуçласанах ертÿçĕ халăха Мăнкун уявĕпе тата çурхи кунсем çитнĕ ятпа саламларĕ. Виçĕ ял çыннисенчен йĕркеленĕ хор «Колхозниксен ĕç юррине» шăрантарчĕ. Концерт программи жанр енчен пуян. Çĕньялти «Илем» халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи В.Верликов) вырăнти юрă ташăсемпе савăнтарчĕ, Анат Тăрмăш клубĕнчи «Çăлкус» ушкăн (ертÿçи В.Путяков) илемлĕ юрăсем парнелерĕ. Уйрăм юрлакансенчен М.Сулагаева. В.Кузнецова, Ф.Пузырева хăйсен уçă сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. «Шевле» ташă ушкăнĕ (ертÿçи Н.Квасова) чуна çĕклекен ташăсемпе хавхалантарчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмăри «Атте анне» сыпăка выляса кăтартрĕç (режиссерĕ В.Еремеева). Тĕлĕнсе каймалла, чăн-чăн артистла тытрĕç пĕчĕкскерсем хăйсене сцена çинче.

      Куракансем юрă-ташăсене хапăлласа йышăнчĕç, тăвăллан алă çупса ăсатрĕç артистсене сцена çинчен.

Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика