Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.03.11 «Асанне-2017» - Çăл Атăкран

        Патăрьел районĕнчи культура çурчĕ пуш уйăхĕн 10 – мĕшĕнче зала тĕрлĕ çулти çынсене пуçтарчĕ. Çак кун сцена çине районти чи пултаруллă асаннесем тухрĕç. Вĕсен шутне Çăл Атăк ялĕнче пурăнакан Фекла Николаевна Пузырева та кĕчĕ. Асаннесем тĕрлĕ конкурсра хăйсен пултарулăхĕсене тĕрĕслерĕç. Чăн малтан юмах ярса хăйсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн мăнукĕсен юратнă апат-çимĕçне халăх умне илсе тухрĕç. Асаннесем юрлама-ташлама, сăвă калама та ăста пулнине пултарулăх конкурсĕнче курса ĕненчĕ халăх. «Асаннесем спортзалра» конкурсра вара пĕри те ватăлманнипе, чирлеменнипе, хавшаманнипе савăнчĕç куракансем. Асаннесем манукĕсемпе чупма та, сикме те, ытти вайă выляма та пултараççĕ иккен. Юлашкинчен вара пурте пĕрле такмак каласа ташша ячĕç.

       Ултă асаннерен чи пултарулли Çăл Атăк хĕрĕ, кинĕ, асламăшĕ – Фекла Николаевна Пузырева пулчĕ. Вал «Асанне-2017» титула илме тивĕç пулчĕ.

Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика