Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.02.26 Çăварни иртиччен савăнса юл!

«Çăварни иртиччен савăнса юл!» тесе юрлаççĕ чăвашсем. Çăварни эрни вĕçленсе пынă май Анат Тăрмăш культура çуртĕнче ĕçлекенсем тата «Çăлкуç» ансамбль уяв ячĕпе пысăк концерт йĕркелерĕç. Чаршав уçăличченех залра шăнкăр! шăнкăр! шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ, ертÿçĕ курма килнĕ халăха пĕрле уява йыхравларĕ. Халăх умне «Çăлкуç» ансамбль уяв тумĕпе çăварни юрри шăрантарса тухрĕ.

      Уяв тĕлне артистсем вĕр-çĕнĕ программа хатĕрленĕ. Уйрăм юрлакансенчен Фекла Пузырева, А Путякова, Марина Шагарова хăйсен уçă сассисемпе савăнтарчĕç халăха. Надежда Квасова вуланă «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» сăвă никама та хумхантармасăр хăвармарĕ.

     «Çăлкуç» ушкăн хĕрĕсем сцена çине йăкăш-йăкăш шуса тухсан залра ларакансем те чăтса тăраймарç, ташша ячĕç.

     Концерт вĕçленсе пынă май çăварни хĕрĕсем курма килнĕ халăха çурхи хĕвеле аса илтерекен çÿхе икерчĕпе хăналарĕç.

Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика