Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.11.28 Шоу-конкурс "Печек Нарспи"

Анне-чи ăшă, çепĕç сăмах тĕнчере. Ача-пăчашăн та,çитĕннĕ çыншăн та анне чи хаклă та хисеплĕ вырăнта. Аннешĕн вара ача-пăчаран хакли çук. Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ- Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунĕ. Çак уява халалласа тата 2015 çул Чăваш Республикинче К.В Иванов çулĕ пулнине асра тытса Анат Тăрмăш клубĕнче «Пĕчĕк Нарспи» шоу-конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнакансем - 1-4 классенче вĕренекен хĕр ачасем. Сцена çине конкурсанткăсене Надежда Квасова йĕркелÿçĕ акăш чĕпписене ертсе тухнă пек илсе тухрĕ. Хĕр пĕрчисем чăваш тумĕпе,шÿлкеме-тевечĕпе халах умне тухса куракансен кăмăлне çĕклерĕç. «Пĕчĕк Нарспи» ята тивĕçес тесе «Паллашу», «Нарспи» поэма сыпăкне вуласси, «Улахра», «Пĕчĕк çăлтăр» конкурссенче тупăшрĕç. «Кай,кай Ивана» ташша чăн-чăн артистсем пекех ташларĕç вĕсем. Конкурс вĕçленсен жюри çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ: «Чи сăпайли»-Валерия Ширтанова, «Чи матурри»-Татьяна Петрова, «Чи хастарри»-Марина Антипова. «Пĕчĕк Нарспи» ята çĕнсе илекенĕ вара-Татьяна Антипова пулчĕ. Вĕсене хутшăннăшăн грамота тата асăнмалăх парнесем парса чыс турĕç.

Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика