Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2019.10.02 "Игорев паркĕнчи" "Ылтăн кĕркунне" уяв

Октябрĕн 2-мĕшĕнче Треньел ялĕ çумĕнче уçнă "Игорев паркĕ" ятлă патшалăх енчен уйрăмах сыхлакан çутçанталăк территорийĕнче ваттисен кунĕ ячĕпе "Ылтăн кĕркунне" уяв ирттерчĕç. Ăна çак парк никĕслевçи, Треньел хастарĕ Валерий Петрович Игорев хăйĕн вăйĕпе йĕркелерĕ. Пухăннă ял халăхĕпе килнĕ хăнасем малтан пушă лаптăксене çăка, хурăн, вĕрене тата пилеш хунавĕсене лартрĕç, паркпа, унта ỹсекен сайра тĕл пулакан йывăçсемпе тата ỹсентăрансемпе паллашрĕç. Çỹп-çаппа тĕрлĕ ăпăр-тапăр тăкмалли вырăна çаврăна пуçланă пушă лаптăк юлашки вунвиçĕ çул хушшинче хитре вăрмана куçнă тесен те юрать. Кунта халĕ тĕрлĕ вĕçен кайăксемпе тискер чĕрчунсем те хỹтлĕх тупаççĕ. Парка курма килсе çỹрекен йышĕ те ỹссех пырать.

Пухăннă халăха районти общество Канашĕн членĕ Николай Ларионов, Туçа чиркĕвĕн пачăшки, Улатăр епархин 3 округ благочиннăйĕ протиерей Николай, Тăрăн чиркĕвĕн пачăшки Серафим атте, Валерий Игорев хăй тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.

Ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ паха концерт лартса пачĕ. Малалла ăш-пиллĕ калаçу сĕтел хушшинче тăсăлчĕ.

Игоревсен çемьи кашни ветеран валли асăнмалăх парне хатĕрленĕ, ятарласа уçă сывлăшра хуранпа пĕçернĕ техĕмлĕ пулă яшкипе, сăмаварсемпе вĕретнĕ тутлă шăршлă чейпе сăйларĕ.

Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика