Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.11.17 Çĕршыва сыхласси – чи чыслă тивĕç

Салтак ачи, чăваш ачи,

Эсĕ паян салтак ачи.

Повестка-хут сан кĕсйÿнте,

Каян çара эс инçете.

 

Шăматкун, чÿк уйахĕн 18-мĕшĕнче, Тури Туçа ялĕнче салтак юрри янăрĕ. Александр Леонтьевичпа Марина Николаевна Салминсем иккĕмĕш ывăлне çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ăсатĕç. Пĕлтĕр вĕсем аслине –Владислава- пил панăччĕ. Халь,ав, Николайăн ят тухрĕ.

Хĕсмет – пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ. Çар службинче пулнă яш-кĕрĕм ял çинче те, юлташсем хушшинче те яланах хисепре. Патшалăх тытăмĕнче ĕçлеме те çар билечĕ кирлĕ.

Салтак пурнăçĕнчен шикленсе пăрăнса çÿремен, тÿрĕ кăмăллă ывăл ÿстернĕ Салминсене ял тăрахĕн администрацине йыхравларăмăр. Туçа ял тăрăх администрацийĕн пуçлахĕ К. Углёв призывника телейлĕ çул, салтакăн çăмăл мар службине турĕ кăмăлпа пурнăçласа каялла таврăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ, пĕчĕк парне пачĕ. Ашшĕпе амăшне салтака юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕ. Çарпа шут енĕпе тимлекен Н. Медведевăпа Туçари культорганизатор А. Пузырникова Кольăна сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме сунчĕç, хĕсметре тăнă вăхăтра амăшĕпе ашшĕ патне час-часах шăнкăравлама манмалла марри пирки аса илтерчĕç. Ыттисем те Н. Салминран тĕслĕх илессе, салтакран тарса çÿрекенсем пĕтессе шаннине каласа хăварчĕс.

Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика