7 мая 2016 года Центральная площадь с. Тарханы
10.30
|
Выезд представителя с подарками в д.Абамза для проведения праздника.
Почетный караул учащихся Тарханской СОШ у памятника
|
Сымов А.Н.
Янтыков Н.Ш.
Раевский А.С.
|
11.00
|
Проверка подготовки памятников и площади к праздничным мероприятиям.
На центральной площади села Тарханы играет музыка (песни военных лет).
Подготовка аппаратуры: магнитофон, усилитель, колонки, два микрофона. Подготовка места для рассаживания для участников ВОВ, трибуны.
Песни: Гимн РФ, «День Победы», марши, фанфары
Подготовка Знамени Победы: красный флаг, шнур, флагшток
|
Манзуркин С.Н.
Куприянов Г.И..
Давыдов Т.А.
|
11.30
|
Построение колонны учащихся.
Регистрация прибывших ветеранов и участников Великой Отечественной войны, участников боевых действий в горячих точках.
Рассаживание ветеранов Великой Отечественной войны, вдов на креслах рядом с трибуной. Приглашение участников боевых действий в горячих точках, ветеранов военной службы к трибуне.
|
Самакин С.Н.
Раевский А.С.
Антонова В.А. Едриванова М.А.
|
11.50
|
Сбор руководителей учреждений, организаций, предприятий возле трибуны.
|
Сымов А.Н.
|
12.00
|
ОТКРЫТИЕ ПРАЗДНИЧНОГО МИТИНГА.
|
Ведущие.
|
1 ведущий Паян уяв! Хěвеллě Çěнтерÿ уявě
Пěрлештěр ěç тěнчи хăватлă вăй пулса!
Телейлě, мирлě пурнăç ěмěр-ěмěр
Сыв пултăр пěтěм аслă Çěр çинче.
2 ведущий Пулар пурте сыхă! Тискер вăрçă вучě
Хыпса ан илейтěр текех Çěр питне.
Тěнче вăрçа хирěç ылханлăхпа тулчě
Аль мир кирлě, мир – пур халăхсене.
1 ведущий Кирек хăш вăрçă та , паллах, пěрисене ывăлсăр, теприсене упăшкасăр тăратса хăварать, çын юнне юхтарать, халăха хěн-асап кăтартать. Чăваш Республикинчен фронтра 160 пин çын çапăçрě, вěсенчен 90 пин ытла çын Тăван Çěршыв ирěклěхěшěн пуçне хучě. 54 пин ытла ентеше орденсемпе медальсем парса наградăларěç. 75-шě Совет Союзěн Геройě ята илме тивěçлě пулчěç.
2 ведущий Кěрле, мухтавлă Çěнтеру салючě,
Паян эс илтěн пěтěм тěнчене !
Ан астăр нихăçан та вăрçă вучě,
Çич ют ан тивтěр кăкăр ачине !
1 ведущий Сăмах Турхан ял поселенийĕн пуçлăхне Александр Николаевич Сымова.
Ял поселени пуçлăхě сăмах калать, сăмах каланă хыççăн митинга уçать, Раççей гимнě янăрать.
1 ведущий (Раççей гимнě хыççăн) Ялавăмăр миршěн çěклентěр,
Вăрçа кураймастпăр эпир
Юратнă çěршыв тěреклентěр
Вăй пухтăр, туптатăр вăл мир !
2 ведущий Паянхи уявăн ялавне çěклеме çак Аслă вăрçă ветеранěсене, салтак арăмěсене паратпăр:
1.________________________Ответственна: Антонова В.А.
2. ___________________________________
3. ___________________________________
1 ведущий Халě сăмах Турханти вăтам шкулта вěренекен пионерсене паратпăр
( Турханти вăтам шкулта вěренекенсен уяв литмонтажě).
Ответственна: Шелякова А.В.
2 ведущий Ветерансем, ват салтаксем !
Вут-çулăм витěр тухнисем!
Ветерансем, çěре юнпа шăварнисем,
Тěнче чапне тивěçлисем.
1 тата 2 ведущийсем (пěрле) МУХТАВ СИРЕ, ВЕТЕРАНСЕМ ! МУХТАВ ! МУХТАВ !
1 ведущий Илемлě ташлăччě этем, ылханлă вăрçă пулмасан.
Ватăлмěччěç инкесем, мăшăрěсем çумра пулсан.
2 ведущий Эсир –çке тунă Çěнтерÿ, уявăр пултăр пит хěрÿ,
Сире калатпăр ТАВТАПУÇ , çěре çити таятпăр пуç !
1 тата 2 ведущийсем Паянхи уявра çак вăрçă участникěсемпе салтак арăмěсем хутшăнаççě: (списока В.А.Антонова çырса хатěрлеççĕ).
Список вулаççě.
1 ведущий Халě салам сăмахне калама Турхан ял поселенийĕн территорийěнче вырнаçнă предприятисемпе организацисен ертуçисене паратпăр:
1. Янтыков Наиль Шамилович, Патăръел район администрацийĕн представителĕ
2. Манзуркин Сергей Николаевич, Патăръе районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ
3. Косойкин Валерий Викторович, Турхан ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ, «Хастар» ял хуҫалăх кооперативĕн ертӳҫи
2 ведущий Яту хисеплě санăн, ветеран
Ěç-хěлÿпеле эс чыслă та мухтавлă.
Халь те вăйпиттисемпе пěрле пыран
Сахал–им ыр ěç халăхшăн тăван.
1 ведущий Халě сăмах хамăр ентешсене – вăрçă ветеранěсене паратпăр :
1._____________________________________________
2.__________________________________________ (Антонова В.А. хатěрлет)
3._____________________________________________
2 ведущий Çěршыва фашистсенчен çăлса ял-йышсем пуç хунă çапăçса
паттăра илеймен кěтсе Турханта, 46 – Тури Тăрмăш ялĕнче, 20 –Хурама-Твар поселокĕнче, 74 – Упамса яленче.
Обелиск çинче халь ячěсем, асран каймěç ěмěрех вěсем.
1 тата 2 ведущийсем ТĂВАН ÇĚРШЫВШĂН ÇАПĂÇСА ПУÇĚСЕНЕ ХУНĂ ГЕРОЙСЕНЕ ĚМĚР- ĚМĚР ЧЫС ТА МУХТАВ !!!
1 ведущий Асра тытăр ěмěртен-ěмěре 2 ведущий Сирěн кăкăрта чěре тапнă чух тытăр асра
Асра тытăр эсир вěсене. Сар хěвел ăшăтайнă чух тытăр асра.
Ан йěрěр, чăтăр чуна хытарса Ан манăр нихçан пуç хунисене
Анчах нихăçан та ан кайăр манса Асра тытăр ялан вăрçă паттăрěсене !
Эсир ас туни кирлě мар вилнине,
Эпир ас туни кирлě чěррисене.
1 ведущий ВĂРÇĂРА ПУÇ ХУНĂ ЕНТЕШСЕНЕ АСĂНСА ПУРНЕ ТЕ ПĚР МИНУТ ХУШШИ ШĂП ТĂМА ЫЙТАТĂП. (Подготовить отсчет метронома)
Аслă Çěнтерěве халлаланă УЯВ САЛЮЧЕ: Ответлă: Бабаев А.А.
САЛТАК АМĂШĔ палăк умне чечек хурать - Ответлă: Шелякова А.В.
Ял администраци пуçлăхě Вăрçăра пуçěсене хунă салтаксене, ентешсене асăнса лартнă
палăксем умне веноксем хурассине çакăн пек йěркеленě:
ТУРХАНТИ палăк умне - ял поселенийĕн администрацийě ( венок) ,
«Хастар» ял хуçалăх кооперативě (венок),
Турханти врвч амбулаторийĕ (венок),
Патăръел райповĕн Турханти филиалĕ (венок), почта,сберкасса,аптека- пěрле,( венок) ,
Турханти «Сеспель» ача сачĕ,
Турханти вăтам шкул (гирлянда).
ТУРИ-ТĂРМĂШРИ палăк умне - «Хастар» ял хуçалăх кооперативě (венок),
Турханти психоневрологи интерначě (венок)
ХУРАМА-ТВАРТИ палăк умне - Турханкаси лесничестви (венок),
Хурама-Тварти клуб, медпункт – пěрле (гирлянда)
УПАМСАРИ палăк умне - ял поселенийĕн администрацийě ( венок) ,
Упамсари пуҫламăш шкул- ача сачĕ - гирлянда
1 ведущий Çук, килмен Çěнтеру хăй пěччен,
Аса ил-ха, тете, вăрçă терчě çинчен.
Вăрçă çулěсенче ачалăх, çамрăклăх иртнě вăрçă ачине __________________________________
сăмах паратпăр.
2 ведущий Эс ěçленě тылра, шеллемен эс хăвна,
Тăшмана çěнтерме пухнă пěтěм вăйна.
Тав сире, аттесем, тав сире, аннесем,
Çухатмарěç чысне хěрěх пěрремěшсем.
Выçлăха çěнтерсе, шанчăка устерсе
Ăмăрткайăк пекех çунатланчěç вěсем.
Вăрçă вăхăтěнче тылра ěçленě çынсем сăмах илеççě
1.___________________________________________ (Антонова В.А.хатěрлет).
2.___________________________________________
1 ведущий Çуркунне çут тěнче çунат сартăр тесен,
Кайăксем савăнса юр юрлаччăр тесен,
Мире сыхлăр пурте, тěнчери тусăмсем !
2 ведущий Уй-хирсем тыр-пулпа пуян пулччăр тесен,
Вăрмансем хунаса каш-кашлаччăр тесен,
Тинěссем хумханса ěмěр вырччăр тесен-
Мире сыхлăр пурте, тěнчери тусăмсем !
1 ведущий Çěн ялсем, хуласем чечекленччěр тесен,
Çěр çинче халăхсем ырă курччăр тесен,
Сар хěвел ялкăшса хěлхем саптăр тесен,
МИРЕ СЫХЛĂР, ТĚНЧЕРИ ХАЛĂХСЕМ !!!
2 ведущий Пирěн паянхи савăнăçлă уяв программине Турханти пěтěмěшле пěлу паракан вăтам шкул тăсать. Сăмах вěсене.
СТРОЙПА ЮРĂ СМОТРĚ ПУÇЛАНАТЬ.
Смотр условийěсемпе Раевский А.С. паллаштараççě, парада Самакин С.Н. йěркелесе ертсе пырать.
.
Стройпа юрăпа утса пырасси, вырăнта строй упражненийěсем тăвасси.
9-11 классенче вěренекен арçын ачасен утса пынă чух строй упражненийěсем тăвасси.
СТРОЙПА ЮРĂ СМОТРĚН ИТОГĚСЕНЕ ТĂВАССИ, ÇĚНТЕРУÇĚСЕНЕ ЧЫСЛАССИ:
Стройпа утса иртессипе «Чи лайăх класс» ( 5-8, 9-11 классем хушшинче)
«Чи лайăх командир» ( 5-8, 9-11 классем хушшинче)
«Чи оригиналлă тум» (5-8, 9-11 классем хушшинче)
ТУРХАНТИ культура сурчěнче ěçлекенсем майăн 5-мěшě тěлне уяв программипе паллаштарма ПĚЛТЕРУ çакса хураççě, администраци умěнчи тěп площаде тирпей-илем кěртес енěпе ěçлеççě, ялавсемпе, плакатсемпе илемлетеççě.
Уяв сценарине 2016-мěш çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче, майăн 5-мěшěнче Турхан ял поселенийĕн администрацийěнче иртнě совещанинче сутсе явса çирěплетнě.
Майăн 7- мĕшĕнче Турханти культура ҫуртĕнче 19 сех.30 мин Уяв концерчĕ пулать.
Хатерлекенесем:
Худ.самодеятельность уч.культуры
О Р Г К О М И Т Е Т
Стройпа юрă смотрĕн спонсорĕсем:
№№ пп
|
Организация
|
1
|
Администрация сп
|
2
|
Тарханская СОШ
|
3
|
Филиал Тарханский Батыревского РПО
|
4
|
ИП Антонова Т.В.
|
5
|
Турганкасинское лесничество
|
6
|
Тарханский ПНИ
|
7
|
СХПК «Хастар»
|
8
|
КФХ Манзуркина С.Н.
|
9
|
КФХ Пирожковой Н.М.
|
10
|
ИП Лещев А.С.
|
11
|
ИП Ильина Е.В.
|