Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Сăкăтра Кĕлпикесем ăмăртрĕç

Кăрлач  уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Сăкăтри культура çуртĕнче пысăк уяв пулчĕ: Вера Кузнецова йĕркеленипе сцена çинче «Кĕлпике» конкурс иртрĕ. 

         Кĕлпикисем вара Сăкăт шкулĕн 5-7 класĕсенче вĕренекен хĕр ачасем пулчĕç.

        Çамрăк пикесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç: хăйсемпе паллаштарчĕç, «Çăмхалан , çăмха», «Асамлă тура», «Çĕнĕ мода-2018», «Иван Яковлева халалласа» конкурссенче ăмăртрĕç.  Уява 8 класра вĕренекен Настя Кузнецовапа Данил Хитров волонтёрсем килĕшÿллĕ ертсе пычĕç. Конкурссем ылмашнă хушăра «Çăлкуç» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Пёстрая компания» ташă ушкăнĕ, Сăкăт шкулĕнче вĕренекен çамрăк артистсем куракансене  юрласа-ташласа савăнтарчĕç.

       Жюри «Кĕлпике» конкурса  хутшăннă хĕрсене çапла хакларĕ: Евгения Мердина—«Маттур пике», Надежда Тинюкова—«Сăпайлă пике», Кристина Сугагаева — «Харсăр пике», Дарья Хитрова — «Чипер пике», Аделина Волкова — «Ĕçчен пике», Светлана Иванова — «Çепĕç пике» номинацисен  çĕнтерÿçисем

      Культура çурчĕн ертÿçи А.Калькин, Пукане театрĕн режиссёрĕ В.Кузнецова пикесене ăшшăн саламларĕç, Хисеп хучĕпе парнесем парса чысларĕç. Уява ирттерме пулăшакансене пурне те тав турĕç.

      Уяв пурне те килĕшрĕ. Куракансем тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика