м
Сител халăхĕ яланах хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă. Çак енсенчен ытларах ял-йышăмăра çынна пулăшма хатĕрришĕн, пĕр-пĕрне вышкайсăр сума сунишĕн, туслă пурăнма пĕлнишĕн, савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайланăшăн хисеплеççĕ.
Шăпах канмалли кунсенче сителсем çавăн пек маттур та тăрăшуллă пулнă, çут тĕнчерен çирĕм çул каялла уйрăлса кайнă ентешĕмĕре чыс туса турнир ирттерчĕç. Çирĕм пĕр çултах Турă хăй патне илнĕ Александр Игнатьев, чăннипех, унăн ячĕпе волейбол выляма тивĕçлĕ. Çак çамрăк яланах çыншăн çуннисĕр пуçне пĕрремĕш Чечня вăрçинче Раççей пĕрлĕхĕшĕн кĕрешнĕ салтаксенчен ялтан чăн малтанхисенчен пĕри пулнă. Унта вăл хăйĕн тивĕçĕсене тÿрремĕн пурнăçланă. Çакна ашшĕ-амăшĕ патне çар командирĕсенчен ярса панă тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ.
Кăçалтан пуçласа иртекен турнир пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем йĕркеленипе çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта волейбол выляса пилĕк ушкăн ăмăртрĕç. Пурте çак спорта чунтан юратнине хĕрÿ тупăшура çирĕплетсе пачĕç. Çапла вара «Студентсем», «Çамрăксем», «Ветерансем» ушкăнсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене хăйсен хушшинче пайларĕç. Хĕрсен «Женская» команда та пьедесталăн чи çуллĕ картлашки çине хăпарма пултарчĕ. Шкул ачисем те самай пултаруллă вылярĕç. Çамрăк пулсан та аслă юлташĕсене пĕр-икĕ очко çеç кая юлса пычĕç. Çак çул куçса çÿрекен кубока студентсем çĕнсе илчĕç. Чи лайăх вылякан ята вара ветерансемшĕн вылянă Владимир Хомуткин тивĕçрĕ.
Турнира пухăннисене вырăнти ял депутачĕ Ю. Н. Степанов, районти «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ А. И. Козлов, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн ячĕпе Т. Н. Васильева, судьясем В.Н. Макаровпа А.Н. Шайманов, «Сидели» пĕрлешĕвĕн ертÿçи А. И. Иванов, Александр Игнатьевăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ С. В. Прискина, амăшĕ Н. Д. Игнатьева тата пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, шăллĕсемпе йăмăкĕ саламларĕç. Спортсменсене сумлă парнесемпе грамотăсем парса чысларĕç.
Çак кунах волейболистсем мечĕк тыткăнĕнче пулнă вăхăтра ытти çамрăксем, Игнатьев юлташĕсем масар çине кайса чечек çыххисем хурса чыс турĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен турнир питĕ кăсăклă иртрĕ. Пурте килĕсене тулли кăмăлпа пирĕн чĕррисен çулти патшалăхрисене аса илсе сума сăвасси пысăк тивĕç пулнине ăсра тытса çак йăлана çулран-çул вăйа кĕртсе аталантарма йышăнса саланчĕç.