Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.01.01 ХĔЛ МУЧИ–ытамĕнче!

Вĕлтĕр-вĕлтĕр юр пĕрчи, сарă пике Илемпи, чăваш каччи Ваççили, вăрман тусĕ мулкаччи, упа, кашкăр, симĕс чăрăш, Хĕл Мучи. Ав, мĕн чул хăна ун пур. Камăн тетĕр пуль? Паллах, автан тусăн, Çĕнĕ Çулăн!

Шăпах çак асамлă паттăрсем, илĕртÿллĕ хĕрĕсем, чĕр чунсем, пирĕштисем тата ытти геройсем раштавăн 31- мĕшĕнче ир–ирех Сителти культура çуртне ачасен ёлкине пуçтарăнчĕç. Вĕсене курма килнисем те чылайăн пухăнчĕç. Уява культура çурчĕн культорганизаторĕ Ирина Лякова пуçласа хăнасене, ял-йыша, ачасене Çĕнĕ Çулпа саламласа автан çулне тулли кăмăлпа кĕтсе илсе ирттерсе яма сунчĕ. Унтан пурте пĕрле симĕс чăрăш тавра тăрса юрăсем юрларĕç, тăпăртатса ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Çĕнĕ çулăн чи кĕтнĕ хăнисем, Хĕл Мучипе Юр пике килсессĕн вара пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Хĕл хуçийĕ хитре сăмахĕсемшĕн, маттурришĕн кучченеçсем парса хавхалантарчĕ.

Ёлка, чăннипех, питĕ хаваслăн та кăсăклăн иртрĕ. Никам та ахаль лармарĕç, пурте çĕнĕ çул хăнисемпе савăнчĕç, килĕсене тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика