Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2017.01.01 Çĕн çула – савăк кăмăлпа!

Çулталăкри чи кĕтнĕ, чи юратнă та асамлă уявсенчен пĕри! Çак куна пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ! Хаваслăн та савăнăçлăн ирттерсе яма тăрăшаççĕ.

Раштавăн 31-мĕшĕнче Сителти культура çуртĕнче те çĕнĕ çула халалласа бал- маскарад иртрĕ. Унта ял халăхне Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Владимирович Петров, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн ертÿçи Станислав Анатольевич Никитин саламларĕç. Çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илсе тулли кăмăлпа, килĕштерсе ĕçлесе ирттерсе яма сунчĕç. Пирĕн ертÿçĕсем халăха ăшă сăмахпа, кученеçсемпе хавхалантарса янă хыççăн пурте елка тавра тăрса юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç. Хаваслăн Хĕл Мучие кĕтсе илсе ăна сăвăсем каласа парса савăнтарчĕç. Лидия Лисицынапа Зоя Соколова тата 7-мĕш класс хĕрĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарса ял-халăхне хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Юр Пикепе Хĕл хуçийĕ маттуррисене кученеçсемпе хăналарĕç.

Çак кунах юрланă ташланă самантра çĕнĕ çул лоторейине йĕркелерĕç. Билет туяннăскерсем тĕрлĕ призсем выляса илсе савăнчĕç. Мероприятии çÿллĕ шайра иртрĕ. Вăл пурне те питĕ килĕшрĕ. Уяв ташă каçĕпе вĕçленчĕ.

Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика