Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.11.26 Аннесене хисеплесе

Савăнса кĕтсе илетпĕр

Аннесен уяв кунне,

Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр

Парнине те саламне.

Вĕсене халь чыс тăватпăр,

Парнелетпĕр чечексем,

Ыр сунса сăмах калатпăр:

– Сывă пулччăр аннесем!

   Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӱк уйӑхӗн 25-мĕшĕнче пӗтӗм тӗнче Аннесен кунне уявлать. Ҫак уява пирӗн ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ: тӗрлӗрен концертсем, конкурссем е ытти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫсем туса ирттереҫҫӗ.

   Ырă кăмăллă та ăшпиллĕ Аннесене хисеплесе Нăрваш-Шăхаль культура çуртĕнче «Салтак арăмĕ» спектакль йӗркелерӗҫ. Рольсенче вылякансем сăнарсене ĕненмелле, чуна витермелле калăпларĕç. Куракансене култарма та, пăлхантарма та, тăвăллăн алă çуптарма та пултарчĕç.

   Спектакль вĕçленсен Елена Смирнова Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан çĕр çинчи чи ырă, ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламларĕ. Мĕн пур кăмăлтан уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тапса тăракан çăлкуç пек иксĕлми телей сунчĕ.

Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика