Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланчĕ. Çавна май Нӑрваш-Шӑхаль культура çуртĕнче шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 17-мĕшĕнче, Призывник кунĕ иртрĕ. Çак мероприятие призывниксем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, шкулта аслă классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Салтак ячĕ тухнă яшсен çулталăк хушши службăра тăрас пулать.
Пулас салтаксене чи малтанах Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуçлăхĕ Николай Раськин саламларĕ, Тăван çĕршыва хỹтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ пулнине палăртрĕ, яшсене службăна тивĕçлĕ ирттерсе киле, тăван яла, ашшĕ-амăшĕ патне сывă та таса таврăнма сунчĕ. Унтан ялти администрацинче пулас салтаксемпе ӗçлекен Татьяна Фёдорова сăмах илчĕ. Вăл та призывниксене паллă пулăмпа саламларĕ, çĕршыв хỹтĕлевçин ятне çỹлте тытса пыма сунчĕ.
Нӑрваш-Шӑхаль культура çурчĕн заведующийĕ Елена Смирнова салтак атти тăхăнма хатĕрленекен яшсене повестка илнĕ ятпа саламларĕ, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме сунчĕ. Каччăсене, йăла тăрăх, алшăлли çакса ячĕ. Çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене Наталья Груздева илемлĕ юрăсемпе хавхалантарчĕ.
Паянхи куна 3 каччă алла повестка илнĕ. Вĕсем: Илья Мулендеев, Алексей Алексеев, Александр Чебуков. Каччăсене савăнăçлă лару-тăрура повестка пани, аслисем халал сăмахĕсем калани пурнăçри çывхаракан улшăнусем çине çирĕппĕн пăхма, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама пулăшасса шансах тăратпăр.