Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.01.04 Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ

Пирӗн чӑваш эстради вырӑс эстрадинчен нимпе те кая мар. Хӑйсен юрӑ шӑрантарӑвӗпе, тумӗсемпе эстрада ҫӑлтӑрӗсем ним мар куракансене тыткӑнлама пултараҫҫӗ. Чӑваш эстради ҫулсерен тӗрӗкленсе пырать. Чуна хумхантаркан хитре сасӑллӑ юрӑҫсем йышланни те хавхалантарать.

   2018-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче Нăрваш-Шăхаль культура çуртĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ. Андрей Думилин, Диана, Константин Рязанов хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç. Вырăсла тата чăвашла шăраннă юрăсем пурин кăмăлне те кайрĕç.

   Юрăçсене Нăрваш-Шăхаль ял тăрăхĕн хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Вера Исакова çĕнĕ çулпа саламласа тав сăмахĕ каларĕ.

Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика