Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014.02.10 Ял библиотекине - кенеке парне

Нăрваш Шăхаль ял библиотекине Борис Кошкин «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!..» ятлă кĕнеке парнелерĕ. Автор, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕскер, хăйĕн ăрăвĕ, тăванĕсемпе хурăнташсем пирки çырса кăтартнă. «Колхозăн утса тухнă çул-йĕрĕ», «Тăван ялăм, савнă ялăм – Нăрваш Шăхаль», «Ялта та, вăрçă хирĕнче те вĕсем аслă çĕнтерĕве çывхартнă», «Пĕрле ÿснĕ тантăшсем», «Ял пурнăçĕ, унăн ятлă-сумлă çыннисем» ярăмсем кĕнекере паллă вырăн йышăнаççĕ.

Кошкин Борис Гаврилович хăйĕн пĕтĕм пархатарлă пурнăçне ялта ирттернĕ май, тăванĕсен – çĕр ĕçченĕсен, тус-тантăшĕсен кун-çулĕ, вĕсен çăмăл мар шăпи пирки ăшшăн аса илет, ламран лама куçса пыракан тăванлăх туйăмĕ пур йывăрлăха та çĕнтерме пулăшасса шанать.

Кĕнекере çавăн пекех Олимп чемпионки Елена Николаева, унăн тренерĕ Анатолий Николаев çинчен çырнă йĕркесене вулама пулать.

Ял библиотекарĕ Алина Фролова, Борис Гаврилович мăшăрне Антонина Степановнăна тав сăмахĕ каларĕ.

Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика