Шухăшласа пăхар-ха: хамăр ял историне пĕлетпĕр-и? Хăçан пуçланса кайнă вăл, йĕркелесе яракансем камсем? Пирĕн ялта çуралса ỹссе паллă пулса тăнă çынсене хăшĕсене ятран калама пултаратпăр? Йышăнар: пĕлместпĕр. Пачах та тесен те йăнăш пулмĕ. Патăрьел энциклопедине хатĕрленĕ май, манăн тĕрлĕ архивсенчи документсемпе паллашма тиврĕ. Районти кашни ялăн аваллăхне тĕпчерĕм. Патăрьел энциклопедине алла илĕр-ха: унта хăш ял мĕнле пуçланнине каланă, анчах та питĕ кĕскен. Шкулсем, вулав çурчĕсем, медпунктсем, клубсем хăçан уçăлнине те кăтартнă. Чи паллă çынсен ячĕсем те пур. "Авангард" хаçат редакцийĕ тата вулакансем ыйтнипе эпĕ районти хăш ял мĕнле пуçланнипе тĕплĕнрех паллаштарма шут тытрăм.
Хам çуралса ỹснĕ ялтан пуçлам-ха. Мĕншĕн ăна Чăваш Ишекĕ теççĕ. Ишек кăна мар (вырăсла та ячĕ икĕ сăмахран тăрать) - Чувашские Ишаки. Икçĕр-виççĕр çул каялла документсенче пирĕн яла Ишаково тенĕ. Калăпăр, Раççейре çĕрсене виçсе тухнă чух, 1805 çулта, пирĕн яла вырăсла Ишаково тесе çырса хунă, вăл Пăва уесĕнчи Пикшик вулăсне кĕнĕ. Ун чух кỹршĕллĕ Хирти Пикшик ялĕ вулăс центрĕ пулнă. Ку вулăса пирĕн ялсăр пуçне Аслă Чурачăк, Вăрманхĕрри Чурачăк, Тукай, Хирти Выçли, Тимĕрчкасси, Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Именкасси, Еншик, Юнтапа, Нăр-ваш Шăхаль, Тикеш, Арапуç, Чĕчкен, Йăвашкел, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Аслă Çĕрпỹел, Эльпуç ялĕсем кĕнĕ. Çак ялсенчен чылайăшĕ халĕ _ Комсомольски районĕнче.
1805 çулта çĕрсене виçсе тухнă чух (Генеральное межевание земель) Ишекре 30 хуçалăх пулнă, арçынсем 118 çын, хĕрарăмсем - 108.
Патша вăхăтĕнче земствосем тусан (1864 çулта), Чĕмпĕр кĕпĕрнинче кашни çул тенĕ пекех "Памятная книга Симбирской губернии" ятлă справочник кăларса тăнă. 1868 çул валли кăларнă кĕнекере çырнă тăрăх, Ишекре çав çул 48 хуçалăх, кỹршĕ ялсенче - Ыхра Çырминче-- 77, Хирти Пикшикре - 169, Çĕнĕ Ахпỹртре - 158, Кивĕ Ахпỹртре - 60, Аслă Патăрьелĕнче - 179, Кĕçĕн Патăрьелĕнче - 35, Шурутра - 18, Шăнкăртамра - 376, Тутар Шурутĕнче - 62, Треньелĕнче - 37, Татмăшра - 59, Тикешре - 36, Тăрăнта - 78, Еншикре - 79 кил пулнă. Куратăр ĕнтĕ, ĕлĕк Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Çĕнĕ Ахпỹрт чи пысăк ялсем пулнă.
Хальхи çынсем илтмен те ĕнтĕ: ĕлĕк-авал Патăрьел тăрăхĕнчи ялсемпе пĕрле Чăваш Ишекĕ Атăлçи Пăлхар çĕр-шывне кĕнĕ (Волжские Болгары). Тĕп хула кунтан ытла инçех те пулман - Теччĕ хулин леш енче. Пăла шывĕ тăрăх вара Атăлçи Пăлхартан Киева каякан суту-илỹ çулĕ иртнĕ. Тикеш çумĕнчи Хулаш Пăлхарсен суту-илỹ çулне хỹтĕлекен çар крепоçĕ пулнă.
Монгол-тутарсем 1236 çулта Атăлçи Пăлхар патшалăхне çĕмĕрсе тăкнă, кунти хуласемпе ялсене аркатса-çунтарса пĕтернĕ. Ишекри çынсем те çавăн хыççăн, çăлăнса юлас тесе, çурçĕре куçса кайнă, хальхи Ишеке (Шупашкар районĕ) çитсе, унта ял пуçарса янă. Темиçе çĕр çултан, монгол-тутар патшалăхĕ арканнă хыççăн тата пĕр 150 çултан, Иван Грознăй патша Хусан ханне парăнтарсан (1552 çул), аслашшĕсен çĕрĕ çине нĕсĕлсем куçса килнĕ.
Асатте каласа кăтартнине ас тăватăп-ха: Шупашкар патĕнчи Ишеке тăвансем патне кайса килнине аса илетчĕ, Турра пуç çапма та унтах çỹренине калатчĕ.
Мĕншĕн Чăваш Ишекĕсĕр пуçне Тутар Ишекĕ пулнă-ха? Вырăс патшалăхĕн чикки Иван Грознăй вăхăтĕнче пирĕн тăрăхран иртнĕ. Патшалăх чиккине хураллама Кĕтне тата Хырла шывĕсем тăрăх тăпра купаласа, йывăç йăвантарса укреплени тунă. Унта çар тăратнă. Çав çара чăвашсемпе тутарсене илнĕ, вĕсем ку тăрăхри ялсенче пĕрле пурăннă. Çавна май Ишекри Анаткасра Тутар Ишекĕ пулса тăнă. Çирĕм çемьене яхăнах. Вĕсем 1920 çул хыççăн Ыхра Çырмине куçнă.
И.Матросов, Патăрьел энциклопедине хатĕрлекен