Шкул историйĕ тỹрремĕнех ялăннипе çыхăннă. Сăмахран, Шетмĕ ялĕ 1634 çулсенче никĕсленнĕ пулсан пĕлỹ вучахĕ вара 260 çул иртсен тин ялкăшма пикеннĕ. Çакна пуçараканĕ Шетмĕ çынни Сергей Тимофеев (ялти пĕртен-пĕр вĕреннĕ çын) пулнă. Вăл 1895 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Пăва уесĕн Мăрат вулăсĕнчи чиновниксемпе килĕшỹ туса, хăйĕн пахчара ларакан пысăках мар çуртĕнче ялти ачасене хутла вĕрентме тытăннă. Тирпей хуçалăхне арăмĕ _ Евгения _ тỹлевсĕрех тытса пынă.
Ку шкула эрене икĕ хут Йĕпреç тăрăхĕнчи Ирçе Çармăс ял чиркĕвĕн пупĕ килсе ачасене тĕн енĕпе пĕлỹ панă. Унпа пĕрлех вĕренекенсем çырассине, вулассине, шутлассине алла илме пултарнă. Çулне пăхмасăр, кирек кама та шкула илнĕ, вĕрентнĕ.
Тепĕр вунă çултан С. Тимофеевăн сывлăхĕ хавшанине пула шкула ĕçлеме Иван Любимова яраççĕ. Çулталăкран директорĕ пулса Октябрьти революци паттăрĕ П. Крепков килĕшнĕ. Вĕрентỹ программи анлăланнă, ачасен йышĕ те çулсерен ỹснĕ. Çавна пула 1914-1915 çулсенче пушă пỹртсенче (Кузьма Радионов, Логин Тарасов, Федор Киргизов, Порфирий Радионов пỹрчĕсенче) вĕрентме пуçланă. Ял халăхĕ тăрăшнипе кĕске вăхăтрах шкулăн йывăç çурчĕ ỹссе ларнă. Çакăн çинчен Петĕр Ибасов çыравçăн ал çыру хальлĕн упранакан хайлавĕнче вуласа пĕлме пулать.
1924-1925 çулсенче шкулта Прокопий Самарин ĕçленĕ. 1925 çулта шкула пысăк инкек килсе çапнă _ вăл çунса канă. Вĕрентỹ ĕçне каллех ялти пушă çуртсенче йĕркеленĕ. Çутта тухассишĕн талпăнакан халăх 1931-1933 çулсенче Ишлĕ ялĕ пуçланакан вырăнта çĕнĕ шкул çурчĕ çĕклесе лартнă. Ку вăхăтра шкулта А. Смирнов, Н. Волков, М. Сельвестров вăй хунă. Вĕренекенсене çичĕ класс таран ăс пама тытăннă. 1935-1936 çулсенче _ 10 класа çитернĕ. Шкул директорĕнче И. Янаслов (Аслă Арапуç), А. Асанов, М. Иванов (Мăрат), П. Матвеев (Ишлĕ) ĕçленĕ.1948 çулта çак шкул та çунса кайнă. Вăл вăхăтсенче ĕçленĕ Я. Зверев, А. Маков (Именкасси) директорĕсем тăрăшнипе ачисене каллех пушă çуртсене вырнаçтарнă.
1957 çул тĕлне Йĕпреç районĕн Çăкалăх ялĕнче çуралса ỹснĕ Михаил Макарович Макаров пуçарнипе хальхи икĕ хутлă йывăç çурта туса пĕтернĕ. Таврари 5-6 ялтан çак шкула пĕлỹ пухма кашни çул вăтамран 620 ача çỹренĕ.
Малалла шкул директорĕнче Н. Плечов (1961-1962), В. Митта (1962-1964), Л. Савинов (1964-1967, 1984-1995), Т. Титов (1967-1984), В. Чернов (1995-2004) ĕçленĕ.
120 çулта темиçе çĕр ача пĕлỹ пухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине саланнă. Хăй вăхăтĕнче икĕ теçеткене яхăн вĕренекен ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Çулсерен хĕрлĕ аттестат илекен ачасен йышĕ те сахал мар. Тĕнчипе паллă ăсчах (П. Денисов), Чăваш Республикин тĕп судьи (П. Юркин), ЧР вăрман хуçалăхĕн министрĕ (Г. Урмаков), паянхи кун республикăри ял хуçалăх министрĕ (С. Артамонов)- пирĕн шкул выпускникĕсем.
Хальхи вăхăтра шкулта пурĕ 15 педагог вăй хурать. Вĕсем пурте пĕрремĕш категориллĕ. Пысăк çитĕнỹсемшĕн Л. Владимировăна "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята панă, Раççей вĕрентỹпе ăслăлăх министерствин хисеплĕ хутне (А. Матвеева, С. Едифанова) тивĕçнĕ.
Вĕренекенсенчен ĕç династине ламран-лама тăсакансем _ Матвеевсем. Вĕсем çитĕнекен ăрăва пĕлỹ парас енĕпе тăрăшнă. Матвеевсен ĕç стажĕ 400 çулран та иртет.
Паян Ишлĕри шкул йышĕпе пысăк мар, пурĕ 67 ача пĕлỹ пухать. Кивĕ çуртра пулин те ачасен вĕренес туртăмĕ чакни сисĕнсех каймасть. Çулсерен иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче, конкурссенче çитĕнỹсем пулсах пыраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, саккăрмĕш класра вĕренекен Смирнова Ирина ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидат ятне илчĕ. Вăлах икĕ çул каялла Мускавра Кремльте иртекен ачасен Çĕнĕ çул уявне кайса курма пултарчĕ. Паянхи спортсменкăн 3 теçетке ытла медаль. Хаклă парнесен шутне каласа та пĕтереймĕн.
И. ЕРОФЕЕВ, таврапĕлỹçĕ, С. ЕДИФАНОВА, шкул директорĕ
Районная газета "Авангард" от 16.01.2016г.