Петр Николаевич Печников- Петěр Эревет – Патǎрьел районěнчи Пǎлапуç-Нурǎс ялěнче 1948 çулхи çурла (август) уйǎхěн 4-мěшěнче çуралнǎ, Ишлěри вǎтам шкулта вěреннě. Çак тапхǎрта сǎвǎсем çырма пуçланǎ. Унǎн хǎйлавěсем малтан район хаçатěнче, каярахпа «Ялав», «Тǎван Атǎл» журналсенче кун çути курнǎ.
Кантǎка кǎрлач сивви тěрленě,
Илемлетнě хÿхěм эрешпе,
Çěрěпе, тен, лǎш курми ěçленě,
Ывǎнма пěлмен ку тěлěшпе…
Чǎваш халǎх поэчě Петěр Хусанкай унǎн сǎввисене итлесен, канашлура лараканскер, канашлу 1965 çулхи ака уйǎхěнче Патǎрьелěнче иртнě, унта çамрǎк сǎвǎçсемпе корреспондентсене чěннě пулнǎ, Петěр Печников патне пынǎ та тǎванла ыталаса илсе зала çапла каланǎ:
- Поэзи ани çинче тепěр Петěр çуралчě. Вǎл Патǎръел- Пǎлаçи тǎрǎхěнчен. Саламлатǎп ǎна! – тенě.
Çыравçǎсенчен Петěр Хусанкай, Алексей Талвир, Юхма Мишши, Василий Давыдов-Анатри канашлǎва хутшǎннǎ.
Ун чухне Петěрěн псевдонимě Тěпек пулнǎ. Çул хыççǎн çул иртсе пычě. Çамрǎк поэтǎн Петěр Печников – Эреветěн малтанхи сǎввисем Хусанкай çырнǎ умсǎмахпа «Çамрǎк коммунист» хаçатра пичетленсе тухрěç. Тěпек Петěрне Хусанкай йывǎрлǎхсем пирки асǎрхаттарать, ǎнǎçлǎх сунать.
Эревет сǎввисене пысǎк хак парса хакланǎ аслǎ поэтǎмǎр.
1966 çулхине Петěр Эревет Чǎваш патшалǎх педагогика институчěн чǎваш чěлхи уйрǎмне вěренме кěнě. Пěр кун вěренмесěрех пǎрахнǎ, мěншǎн тесен амǎшě ǎна пулǎшайман. Август уйǎхěнче Петěр «Авангард» хаçат редакцийěнче ěçле пуçлать. Патǎръелěнчен киле çÿреме инçе кансěр тесе вǎл Комсомольски районěчи «Октябрь ялавě» хаçата ěçлеме куçать.
Каярахпа Петěр Муркаш, Çěрпÿ район хаçачěсенче отвественный секретарь пулса ěçлет. Çěршер статья пичетленсе пынǎ унǎн. Петěр Эреветěн çутçанталǎк панǎ таланчě вулакансене чунтан савǎнтарнǎ.
Амǎшě ватǎлса пынипе тǎван яла таврǎнма тивет çамрǎк çыравçǎна.
Петěр Эревет ушкǎнпа кǎларнǎ кěнекесенче те пичетленнě. Вǎл Митта Ваçлейěн премийěн лауреачě, 1984 çулта панǎ. Çавǎн хыççǎн та нумай сǎвǎ хайларě автор. Пурне те пухсан вǎл çырнисем темиçе кěнеке кǎларма та çитетчěç, анчах кěнеке кǎларма ěлкěреймерě. 1993-мěш çулхи мартǎн 10-мěшěнче пиртен яланлǎхах уйрǎлса кайрě. Питě шел сǎнарлǎх ǎсти çěр çинчен çухалчě. Пурнǎç шǎпи çапла пулчě пуль, мěн тǎвǎн- хǎйěн те айǎпě пулчě пуль.