Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

ИБАСОВ ВАСИЛИЙ МАТВЕЕВИЧ

 

 

  Василий Матвеевич Ибасов Шетмě ялěнче, 1924-мěш çулхи кǎрлач(январь) уйǎхěнче, хресчен çемьинче çуралнǎ. Ялти шкулта вěреннě. Каярахпа 1939-1942 çулсенче Шупашкарти кооператив техникумěнче ǎс пухнǎ. 1943 çулта Хěрлě çар ретне тǎнǎ.

  Днепр урлǎ каçнǎ чух аманса госпитальте выртнǎ. Лайǎхрах сывалма вǎхǎтлǎха киле янǎ. Ишлěри шкулта военрук пулса 2 уйǎх ěçленě. Ун хыççǎн Ленинград хулине хÿтěлеме кайнǎ. Унта икě хутчен аманнǎ. Çапǎçури паттǎрлǎхшǎн Отечествǎлла вǎрçǎн пěрремěш степеньлě орденěпе, «Паттǎрлǎхшǎн» тата ытти медальсемпе наградǎланǎ.

           1951 –мěш çулта Ваçлей Ибасов Хусанти Патшалǎх Уииверситечěн филологи факультетне пěтернě. Пěр вěренÿ çулě Тутар республикинчи Пǎва районěнчи Элшел шкулěнче завуч. Истори учитěлě пулса ěçленě. 1952 çултанпа Санкт-Петербург хулинче пурǎннǎ. 1984 çулччен, тивěçлě канǎва кайиччен, шкулсенче, ПТУра ěçленě. 16 çул шкул директорě, 11 çул ПТУ аслǎ завучě пулнě, истори предмедне вěрентнě.

       Ваçлей Ибасов сǎвǎсем çырма çамрǎклах пикеннě, каярахпа ку ěçех çěнěрен пуçǎннǎ. Автор чǎвашла та, вырǎсла та çырнǎ. Сǎввисене хǎех иллюстрациленě. Вǎл çырнǎ хǎйлавсем тěрлěрен изданисенче тǎтǎшах пичетленнě. «Клад», «Самана» кěнекесем кǎларнǎ.

       2000-мěш çулхи кǎрлач уйǎхěнче Василий Матвеевич Ибасов ěмěрлěхех пиртен уйрǎлса кайрě.

 

 

 

 

Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика