Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2019.03.09 «Çăварни çитрĕ, çур çитрĕ!»

    Çăварни – пысăк та савăнăçлă уяв. Çăварни кунĕсене мăн кун умĕнхи типпе кĕриччен 7 эрне маларах уявлаççĕ. Ку уяв кашни çул пĕр вăхăтра килмест, вăл мăн кун хăçан пулассипе тачă çыхăннă. 

          Çăварни пуçламăшĕ – аслă çăварни, вĕçĕ - кĕçĕн çăварни. Кăçалхи календарьпе çăварни эрни пуш уйăхĕн  3-мĕшĕнче пуçланать те пушăн 10-мĕшĕнче вĕçленет.                                                    

Çăварни эрни варринче  сивĕ Хĕле ăсатса Çуркуннене  кĕтсе илнине  уявлама  пуш уйăхĕн   8-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнчи халăх  культурăпа ял администраци  Çурчĕ умне пуçтарăнчĕ. «Çăварни çитрĕ,  çур çитрĕ» театрализацилле уяв иртрĕ. Çак уява ачасем, çамрăксем, ял-йыш тата ватăсем савăнсах хутшăнчĕç. 
         Уява ачасем пуçларĕç. Вĕсем хаваслă кăмăлпа тăвайккине пухăнчĕç те ярăнма тытăнчĕç. Тăвайккинчен камăн çунашки инçетрех ярăнса анать, çавсен тырă ăнса пулать тенĕ.                           

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  Владимир Никитин пурне те Çăварни уявĕ тата шăп çак кун иртекен Хĕр арăмсен уявĕ ячĕпе саламларĕ.              Уяв программине культура çурчĕн ертÿçи Елена Иванова ертсе пычĕ. 

         «Пашьел» халăх фольклорне çÿрекенсем Зот Степанов купăсçă ертсе пынипе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çамрăксемпе ачасем  Алексей Ларев тата Иван Белов тивĕçтернĕ лашасемпе  каттачи чупрĕç.  «Йытăлла» чăваш вăййинче вылякансем çăварни сăввисене каласа, сысна çулĕнче сысна çурипе пек кăшкăрса, ташласа савăнтарчĕç. Вера Вариковапа Елена Иванова пур хĕр арăмсене саламласа илемлĕ юрă шăрантарчĕç.

Мĕн ĕлĕкренпех чăваш çăварни эрнинче хай патне пыракан кашни çыннах, ача-пăча пулсан та, ватăраххи пулсан та çулла икерчĕ çитернĕ. Çак йăла-йĕркене тытса пырса Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем пуçтарăннă халăха икерчĕпе сăйларĕç.  Ял администрацийĕн ĕçченĕсене çуллă та тутлă  икерчĕшĕн, сăмаварти вĕри чейшĕн тав тума та  манмарĕ ял халăхĕ. 
         Спорт вăййисене йĕркелесе пыраканĕсем ял Совет депутачĕсем Петр Ларевпа Леонид Сакмаров пулчĕç. Тĕрлĕ тупăшусенче çĕнтерекенсене парнесемпе тивĕçтерекенĕ «Пăла» суту-илÿ çурчĕн хуçи Иван Тихонов пулчĕ.

Çăварни уявĕ улăмран тунă çăварни катемпине çунтарнипе вĕçленчĕ. Катемпи тавра çăварни юрри юрласа  ырă- усалсенчен, чир- чĕртен тасалчĕç.

        Сире пурне те çăварнирен çăварниччен ырă-сывă пурăнма пехиллетпĕр.  Пурнăçăрсем, çăварни икерчи пек, пылпа çу хушшинче пулччăр! Çăварни эрни пек юрăпа кулă хушшинче тăччăр! Ĕмĕрĕрсем сурпан шурри пек таса та вăрăм , хушпу кĕмĕлĕ пек çутă пулччăр!

 

Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика