Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2019.01.15 Кивĕ Çĕнĕ Çул кĕреки

 Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕн культура çуртне хисеплĕ те сумлă аслă ăрури çынсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Çĕнĕ Çул кĕрекине тутлă кукăль - çăмахпа, тĕрлĕ -тĕрлĕ салатсемпе, сим - пыл сăрапа илемлетрĕç килнĕ хăнасем. Пĕр - пĕринпе тĕл пулнишĕн чунтан савăнса калаçрĕç, тутлă çимĕçсемпе сăйланчĕç уява пухăннисем.

   Культура Çурчĕн илемлĕ залĕнчи кĕреке хушшине ларсан, ял тăрăхĕн  ертÿçи Владимир Никитин  пурне те Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, нумай çул пурăнма ырлăх - сывлăх сунчĕ,

   Культура çурчĕн  ертÿçи Елена Иванова та, ял старости Леонтий Александров та  пухăннисене чунтан саламласа Çĕнĕ Çула лайăх кăмăл - туйăмсемпе пурăнса ирттерме телей, вăрăм кун - çул сунчĕç. Кашниех пĕр - пĕрне саламларĕç çак асăмлă уяв ячĕпе.

    Малалла уяв  савăнăçлă вăйă -кулăпа, хаваслă юрă -кĕвĕпе, ташă хыççăн ташăпа янăраса тулса тăчĕ. Кĕçех вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике те саламлама та килсе çитрĕç. Тĕрлĕрен сăвăсем калаттарчĕç, юрăсем юрлаттарчĕç, ташăсем ташлаттарчĕç, вăйăсем выляттарчĕç, пурне те пылак çимĕçсемпе сăйларĕç Хĕл Мучипе Юр Пике. Пĕчĕк ачасем пекех сăввине те, юррине те, ташшине те, вăййине те тулли кăмăлсемпех хутшăнчĕç аслă ăрури сумлă çынсем.

   Çак уявпа вара çав тери кăмăллă юлчĕç пухăннă хăнасем.

   -- Çакăнта кăна ытларах пĕр - пĕринпе тĕл пулма пултаратпăр-çке,  - терĕç килелле саланнă майăн.

 

Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика