Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2021.01.14 "Сурхури — авалхи чăваш уявĕ"

Авалтан пыракан йăла-йĕркене асра тытса, Патăрьел районĕнчи Алманчăри Халăх музейĕнче Сурхури уявне паллă турĕç. Уява пухăннисене "кил хуçисем" тутлă çимĕçпе, йăвапа, вĕри чейпе хăна турĕç, йăлана пăсмасăр пĕрле юмăç ячĕç...

Сурхури — авалхи чăваш уявĕ. Ĕлĕкрех ăна кун ӳсме пуçласан ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă. Ача-пăча килрен киле çӳрет, урайне ăшаланă пăрçа сапать. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйлаççĕ.
Каччăсем вара хĕр сăри валли çăнăх, çăмарта, пыл, хăмла пуçтараççĕ. Пикесем вĕсенчен сăра вĕретеççĕ, кукăль пĕçереççĕ. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăнать. Çур çĕр çитсен пуласлăха пĕлме витене тухать, тĕттĕмре сурăхсене хыçалти уринчен тытать. Çакăнтан пулса кайнă та уяв ячĕ. Путек лексен – авланасса, така лексен качча каясса пĕлтерет. Шурă сурăх – çутă, хури – тĕттĕм çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ. Çамрăксем ытларах Турă çырни пирки, аслисем вара тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлăхне пĕлме юмăç янă.



Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика