Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2019.05.21 «Ушкăн çăлтăрăн асли»

Патăрьел районĕнчи Алманчă ял библиотекинче чăваш халăх поэтне Çемен Элкере халаланă «УШКĂН ÇĂЛТĂРĂН АСЛИ» кĕнеке выставки йĕркеленĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер /Семен Васильевич Васильев/ Йĕпреç районĕнчи Мăн Упакасси ялĕнче ÿссе çитĕннĕ. Чăваш литературинче Элкер пултарулăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх поэчĕ сăмахлăхра хĕрĕх çул ытла ĕçленĕ. Çав тапхăрта ача-пăчапа çитĕннисем савăнса вуламалăх чылай хайлав çырнă. Унăн «Хĕн-хур айĕнче» поэми, «Шурăмпуç килсен», «Вутпа çулăм витĕр» романĕсем чăваш ĕç халăхĕн иртнĕ саманари йывăр пурнăçне анлăн сăнлакан, «Вун саккăрмĕш çул» драмипе «Вăл вилĕмсĕр» поэми граждан вăрçипе Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи пирĕн салтаксен паттăрлăхне кăтартакан паха хайлавсем шутланаççĕ.

Ăста çыравçă ача-пăча литературинче те паллă йĕр хăварнă. Вăл ачасем валли интереслĕ калавсем, очерксемпе юмахсем çырнă. Вĕсем йышĕнче «Унтри» калав, «Ешĕл хунав» очерк, «Улăпсем» юмахне уйрăмах палăртса хăвармалла. Вĕсене ачасем юратса вулаççĕ. Халăх поэчĕн чи лайăх хайлавĕсене шкулăн вĕренÿпе вулав кĕнекисене кĕртнĕ.

Çемен Элкер тăван чĕлхене питĕ лайăх пĕлнĕ. Чăннипех те илемлĕ сăмах ăсти пулнă вăл, çавăнпах ĕнтĕ вулакансем унăн «Хурапа шурă» повеçне уйрăмах килĕштереççĕ. Автор кунта икĕ тĕрлĕ çулпа пыракан çынсен пурнăçĕпе ĕçĕсене кăтартса панă. Ырăпа усал кĕрешĕвĕнче урă пурнăçпа тĕрĕслĕх çĕнтернине анлăн та витĕмлĕн çырса кăтартнă. Пултарулăх ĕçĕнче çыравçа яланах «халăхпа пĕрле пулмалла, халăхшăн, унăн ырлăхĕпе телейĕшĕн тăрăшмалла» тенĕ шухăш хавхалантарса пынă. Тăван литературăна аталантарас тĕлĕшĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн С.В. Элкере 1940 çулта чăваш халăх поэчĕ ятне панă, 1945 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1950 çулта вара Ленин орденĕпе чысланă.

Библиотека çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, конгресăн Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕ  тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ çыравçа асăнса йĕркеленĕ пĕр ятлă викторинăна хутшăнса çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.

Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика