Село Алманчиково Батыревского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.05.22 "Ачасем И. Я. Яковлев çырнă калавсемпе паллашрĕç"

2018-мĕш çулта чăвашсене ҫутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Çак пысăк уявпа çыхăнтарса Алманчăри ял библиотекинче черетлӗ мероприяти иртрӗ: «Василек» ача садне ҫÿрекен ачасем И. Я. Яковлев çырнă калавсемпе паллашрĕç.

И. Я. Яковлев калавĕсем ачасемшӗн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче çамрăк ăрăва тӗрӗс воспитани парас шухăш яр уççăн палăрать. Сăмахран: «Суеçĕ», «Кăлăх тавлашакансем» калавсем пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ; «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать;  «Çухалнă укçа тупăнни» калавра вăрă ĕçĕнчен пăрăнмалли, чыса ачаран упрамалли çинчен каланă; «Йăлăнтарни» калав çыннăнне хапсăнмалла мар тесе вĕрентет, таса чунлă пулма хистет…

Калавсемпе паллашнă хыççăн ачасем пĕтĕмлетÿ турӗҫ: хăшĕ лайăх, хăшĕ япăх, мĕн тĕрĕс, мĕн тĕрĕс мар.

Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика